Сериал ÿкернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.05.2020, 13:49 Просмотров: 283

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн талисманне палăртакан конкурсра кăçал çуркунне çĕнтернĕ лара-тăра пĕлмен ВиПиН вĕçенкайăк чĕппи мультсериалăн тĕп сăнарĕ пулса тăнă.

Ăна интернетра кăтартма тытăннă. «ВиПиН мыскарисем» илĕртÿллĕ фильм çитес çырав пирки çынсене кăсăклантарать.

Социаллă тытăмсенче анлă сарăлнă ВиПиН вĕçенкайăк чĕппин тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ уçăлса пырать. «Конкурс тапхăрĕнче ВиПиН çирĕп кастинг витĕр тухрĕ. Вăйлă конкурентсене хыçа хăварчĕ. Вăл йăрă, савăнăçлă, статистикăна, çырава питĕ юратать. Çамрăк пулин те сăнара питĕ лайăх уçса парать. Эпир кунашкал актерпа килĕштерсех ĕçлетпĕр», – палăртнă сериала ÿкерекенсем.

«ВиПиН мыскарисем» сериалăн пĕрремĕш кăларăмĕ çĕршывăн хальхи тапхăрти лару-тăрăвĕпе тачă çыхăннă. «Самоизоляция» ятпа тухнă вăл. Мини-сериал пилĕк серирен тăрать. Вĕсене Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн www.strana2020.ru сайтĕнче тата   çыравăн социаллă тытăмĕсенчи официаллă страницисенче пăхма пулать. Çĕнĕ серисем тухнă май, куракансем «ВиПиН уçлăхĕн» нумай сăнарĕсемпе паллашĕç: тăванĕсемпе, юлташĕсемпе, кÿршисемпе. Халăх çыравĕ вăхăтĕнче тĕл пулакан самантсене выляса кăтартаççĕ вĕсем, ăна çĕнĕ технологисемпе усă курса ирттернин пĕлтерĕшне ăнлантараççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика