ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Хушма хуçалăхсене пулăшни тĕрĕс

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2020 10:20 Просмотров: 680

Иртнĕ эрнере регион ертÿçи Олег Николаев чĕр сĕтĕн сутлăх хакĕ пирки ыйту çĕкленĕ. Продукци йÿнелнине хальхи вăхăтри çивĕч лару-тăру та витĕм кÿнине палăртнă. Коронавирус инфекцийĕн эпидемине пула обществăлла апатланăвăн заведенийĕсем, ача-пăча сачĕсем, шкулсем ĕçлемеççĕ, çавна май сĕт туянмаççĕ.

Чĕртавара илекенсем пĕр литршăн 14 тенке яхăн тÿлеççĕ, республикăри вăтам кăтарту – 15,9 тенкĕ. Паллах, сĕт тирпейлекен заводсене чĕртаварпа чи нумай тивĕçтерекенсемшĕн – килти хушма хуçалăх тытакансемшĕн – çакăн пек хак питĕ йÿнĕ. Чăваш енри Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра сĕт туса илессипе тимлекен 22 пин хушма хуçалăха регистрациленĕ. Харпăрçăсен – 56 пин ĕне. Сĕт тирпейлессипе 14 завод ĕçлет. Вĕсен хăвачĕ пысăк: республикăра туса илнĕ 420 пин тонна сĕте тирпейлеме пултараççĕ.

Каламалла, фермер хуçалăхĕсем тата пысăк ял хуçалăх предприятийĕсем сĕт туса илессипе тăрăшнăшăн патшалăх пулăшăвне тивĕçеççĕ. Килти хушма хуçалăхсем вара тимлĕхсĕр юлнă.

– Килти хушма хуçалăхсене пулăшни тĕрĕс тесе шутлатăп. Уйрăмах сĕте нумай суса илнĕ тапхăрта, – палăртнă Олег Николаев.

Чăваш ен ертÿлĕхне пулăшу мерисен «çăлкуçĕсене» шырама продукци кăларакансен, чĕртавар тирпейлекенсен, килти хушма хуçалăхсен интересĕсене шута илес тени витĕм кÿнĕ.

– Пирĕн тĕллев çакăн пек – отрасль тухăçлă пултăр, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленччĕр, çынсем тивĕçлĕ ĕçукçи илччĕр, тавар туса кăларакансем продукцие вырнаçтарма пултарччăр, – çирĕплетнĕ Олег Николаев.

Килти хушма хуçалăхсене пулăшма укçа-тенкĕ тупăннă. Картишсене хăтлăлатас енĕпе йышăннă регион программине пурнăçа кĕртме пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче уйăрнă 1,5 млрд тенке хăшпĕр муниципалитетсем ĕçе яма васкаман. 119 яллă тăрăхра 1200 картиш территорийĕсене юсама палăртнă пулнă. Анчах та подрядчиксемпе контракт 10 районта кăна хатĕрленĕ. Асфальта кĕрхи çумăр çунă тапхăрта хывас мар тата укçана федераци бюджетне каялла тавăрса парас мар тесе ăна килти хушма хуçалăхсене пулăшма яма йышăннă.

Пулăшу мерисем тĕлĕшпе документсене питĕ хăвăрт хатĕрленĕ. Çывăх вăхăтра субсидие илес йĕркесене çирĕплетĕç. Килти хушма хуçалăхсенче сăвакан ĕнесене усранипе пулакан тăкаксене саплаштарма уйăрнă пулăшăва харпăрçăсем пĕр хутчен тивĕçĕç. Йĕркелÿ ĕçĕшĕн ял тăрăхĕсен администрацийĕн пуçлăхĕсем яваплă.

Субсидие туса илнĕ кашни литр сĕтшĕн тата ăна мĕн чухлĕ сутнишĕн мар, сăвакан кашни ĕнешĕн уйăрĕç. Пулăшу мерисем çапларах. Хуçалăхра пĕр выльăх пулсан 2300 тенкĕ, икĕ ĕнешĕн – кашни пуçне 3300 тенкĕ, виçĕ тата ытларах пулсан – кашнишĕн 4300 тенкĕ тÿлĕç. Ял çыннисен вырăнти ял тăрăхĕн администрацине кайса заявлени çырмалла, адреса, счет реквизичĕсене тата сăвакан ĕнесен йышне кăтартмалла.

Субсидие илес тесен харпăрçăсен яваплăх пирки та манмалла мар: тепĕр çулччен выльăх-чĕрлĕх хисепне сыхласа хăвармалла.

Килти хушма хуçалăхсене пулăшма 185 млн тенкĕ уйăрĕç. Субсидие çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче тÿлеме пуçлĕç.

Каласа хăвармалла, картишсене хăтлăх кĕртес енĕпе йышăннă программа та хăйĕн вăйне çухатмĕ. Документсем хатĕрлеме, подрядчиксем тупма вырăнти чиновниксене тата вăхăт парĕç. Картишсене йĕркене кĕртессипе тата 3 çул ĕçлĕç. Укçа-тенкĕ калăпăшĕ малтанхи пекех юлĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ