Полици ĕçĕ – ман шăпа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.11.2017, 11:11 Просмотров: 483

Пăваяль ялĕнчи Михаил Наумов шкулта вĕреннĕ вăхăтра полицире ĕçлессе шутламан. Кĕçĕн Кипек шкулĕнче ăс пухаканскере истори предмечĕ пуринчен те ытларах килĕшнĕ. Ыттисене те тиркемен паллах. Сăпайлăхпа тата правурлăхпа палăрса тăнă вăл. Пĕчĕкрен дисциплинăна хаклама хăнăхнăскер учительсем мĕн каланине ялан ăша хывнă, вĕсене итленĕ, урокра та лайăх пĕлÿпе палăрма тăрăшнă.

Патшалăх пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем – малашлăх алăкĕ. Çакна асра тытнă М.Наумов, çавăнпа аслă классенче юлхавланман. Вунпĕрмĕш класра экзаменсене ăнăçлă тытнă. Чăваш патшалăх университетне документсем çитерсе панă, юридици уйрăмне чăрмавсăрах вĕренме кĕнĕ.

– Студент пурнăçĕ интереслĕ, кичемленме вăхăт çук. Вăй-хала çирĕплетес тĕллевпе спорт секцине çырăнтăм. Кăнтăрла лекцире, каçхине – спорт залĕнче. Кĕрешÿ вăрттăнлăхĕсене майĕпен алла илтĕм. Спорт вĕренÿре чăрмав кÿместчĕ, пулăшатчĕ кăна. Пилĕк çул сисĕнмесĕр хыçа юлчĕ. Дипломлă специалист пулса тăтăм, – иртни патне таврăнчĕ Михаил Юрьевич.

Вĕренсе пĕтерсен çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пĕр çул пурнăçланă. Ĕçе вырнаçас тĕллевпе районти полици уйрăмне кайса пăхнă. Паллах, малтанах тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухма тивнĕ. Пурте йĕркеллĕ – çавăнпа та çамрăк полици ĕçченĕн тивĕçне пурнăçлама тытăннă. Сержант званине панă ăна. Михаил Юрьевичăн вăхăтлăха изолятора тытса хупакансемпе ĕçлеме тивнĕ. 2015 çулхи ноябрьте, вунă уйăхран, уголовлă шырав уйрăмне куçарнă. Унтанпа çакăнта тăрăшать.

– Уйрăмра начальникпе пĕрле улттăн эпир. ,çĕ çителĕклех пирĕншĕн, преступлени тунă вырăна кайса çÿремелли тупăнсах тăрать. Хăшпĕр кунсенче киле вăхăтра та çитейместĕн. Юрать-ха юратнă мăшăр мана ăнланать, яланах ăшшăн кĕтсе илет. Пирĕн икĕ ача, асли пĕрремĕш класа каять, кĕçĕнни пĕчĕк-ха. Çемьере килĕшÿлĕх хуçаланни хавхалану хушать. Ĕçе çĕкленÿллĕ кăмăлпа килетĕп, мĕншĕн тесен коллектив лайăх. Начальник мĕн пĕлменнине тĕплĕн ăнлантарать, кирлĕ сĕнÿ-канаш парать. Çакă та хăват парать, ĕçлес туртăма ÿстерет, – терĕ М.Наумов.

Вăл 28-та кăна, çавăнпа вĕренмелли те пур. Аслăрах юлташĕсем каланине те итлет. Михаил Юрьевич пĕлет, вĕсен опычĕ çителĕклĕ, çавăнпа ырă енĕсене шута илет.

– Пĕр-пĕр çĕрте преступлени пулса иртнĕ вырăна çитсен тепĕр чухне темĕн те курма тивет. Шырав ĕçĕ çăмăл мар. Преступнике çеç-и, свидетельсене тупасси те кăткăс. Апла пулин те ĕçе тĕплĕн вĕçе çитермелле. Хут нумай çырмалла, çавăн пекех компьютерпа та усă куратпăр. Çухалнă çынсене шыраса тупасси те, наркотиксемпе усă курассине хирĕç кĕрешессипе те эпир ĕçлетпĕр. Пытармастăп, ĕçĕ йывăр пулсан та чуна килĕшет, – каласа парать полици лейтенанчĕ.

М.Наумова инкек пулнă вырăна çурçĕрте тухса каясси те, канмалли кунсене ĕçре ирттересси те хăратмасть. Тепĕр тесен, çак йĕркене хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ вăл. Паянхи кун та спортран уйрăлмасть, тренировкăсене тулли кăмăлпа çÿрет. Кĕлеткине пиçĕхтерни пурнăçра пулăшнине аван туять.

Полици ĕçченĕ хăйне аталантарса пырасси çине те тимлĕх уйăрать. Вăхăт пулчĕ – тĕрлĕ литература алла тытать.

Малашлăх мĕнле пуласси хăйĕн тăрăшулăхĕнчен те нумай килет. Михаил Юрьевич ÿлĕмрен те ĕçре хастарлăхпа палăрасшăн.

Юрий КОРНИЛОВ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика