Халăх штабĕ уçăлнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.07.2020, 09:05 Просмотров: 508

Шупашкарта Ленин проспекчĕн 2-мĕш çуртĕнче Олег Николаевăн халăх штабĕ уçăлнă. Чăваш ен Пуçлăхĕн кандидатне ун майлă çынсем хавхалантарасшăн.

«Элара» НПК» АО директорĕн заместителĕ Наталия Партасова Виктор Цой сăмахĕсемпе «хăйсен чĕрисем улшăнусем кĕтнине» палăртнă. «Эпир çакна шанатпăр. Республикăн çитес пилĕкçуллăх валли хатĕрленĕ социаллă-экономикăн комплекслă программи Чăваш ен аталанăвне старт парĕ», – тенĕ вăл.

– Тĕрĕсне калатăп: ман чун хумханупа тата хавхаланупа тулнă. Çакă темиçе факторпа çыхăннă. Алăк умĕнче эпĕ унччен пĕрре мар тĕл пулнă-калаçнă çамрăксене, волонтерсене, куртăм. Залра – тĕрлĕ отрасльти опытлă çынсем. Ытларахăшĕ – ман учительсем, маншăн тĕслĕх пулнă, вĕсенчен опыт илнĕ çынсем. Хăшĕпе Чăваш ен Правительствинче пĕрле ĕçленĕ. Чи малтанах эпĕ вырăнти предпринимательсем çине шанăç хуратăп. Вĕсенчен кам ытларах тăван çĕре юратĕ; Штаба халăх штабĕ тесе ят пани те çунат хушать, – тенĕ Олег Николаев.

Раççей Геройĕ, спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕ Николай Гаврилов, республикăн офтальмологи клиника больницин тĕп врачĕ Дмитрий Арсютов, «Россельхозбанк» филиалĕн директорĕ Ирина Письменская, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн президенчĕ Юрий Попов, Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров, ыттисем республикăна аталантарма пĕрле ĕçлесси пирки пĕлтернĕ, хавхалантарма шантарнă.

Чăваш ен Пуçлăхĕн должноçĕн ытти кандидачĕсем те суйлав умĕнхи мероприятисене пуçланă. КПРФран тăратнă Александр Андров Канашра тĕлпулу йĕркеленĕ. Хăйне майлисене вăл ятарласа йĕркеленĕ сайтра пухать. Юрий Шакеев самовыдвиженец хăйне майлисене алă пустарать, кун пирки социаллă сетьсенче каласа кăтартать. Кандидатсем çавăн пекех муниципалитет депутачĕсемпе тĕл пулаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика