Тусен илĕртÿллĕ тĕнчинче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.11.2017, 10:10 Просмотров: 463

Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче «Çĕр чăмăрĕ. Тусем» фотокурав ĕçлет. Тĕлĕнмелле ĕçсемпе вăрнарсене Шупашкарти «Радуга» культурăпа курав центрĕ тивĕçтернĕ.

Сăнÿкерчĕксем Ирланди, Альпа, Гималаи, Эверест, альпинистсем халиччен çĕнеймен Кайлас тăвĕсен илемĕпе тыткăнлаççĕ. Музей директорĕ Елена Шарипова вĕсем тăрăх тĕлĕнмелле çÿлçÿреве «илсе тухать».

Ача-пăча пултарулăх çуртне тата спорт шкулне çÿрекенсем куравра пулнă май живопись урокне те лекнĕ. Людмила Порфирьева педагог ертсе пынипе ачасем ту пейзажĕсене ÿкернĕ. Пастель техникипе пурнăçланăскерсем, çав тери хитре пулса тухнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика