Ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне хатĕрленнĕ май

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.08.2020, 14:11 Просмотров: 185

Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Сăр чиккин строительстви пирки астăвăма упрама чĕнсе калать. Вăл çак пулăма халăхăн чăн-чăн паттăрлăхĕ тесе палăртать. Олег Николаев 2021 çул пирĕн республикăра Сăр тата Хусан оборона линийĕсен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкĕ пулассине пĕлтерчĕ. Асăннă строительствăна пуçарнăранпа килес çул 80 çул çитет. Çавăн пекех Чăваш енре республика ертÿçин хушăвĕпе астăвăм медальне хатĕрлеме йышăннă.

Планпа килĕшÿллĕн 2020–2023 çулсенче регионта окоп чавма хутшăннă çынсен ĕç паттăрлăхне ĕмĕрлĕх асра хăварас тĕллевпе социаллă пĕлтерĕшлĕ тата культурăпа çутĕç проекчĕсем пурнăçа кĕрĕç% астăвăм объекчĕсем тăвĕç, фильмсем ÿкерĕç, спектакльсем лартĕç, кино, концертсем кăтартĕç, экскурсисемпе тĕлпулусем ирттерĕç. Çавăн пекех интернетра пĕрлехи информаци ресурсне хатĕрлеме планланă.

Республикăри культура учрежденийĕсем культурăпа массăллă мероприятисем хатĕрлеме пуçланă та ĕнтĕ. Акă, Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ «Сăр чикки. Асра тыт. Пĕл. Ан ман» проекта ĕçе кĕртесшĕн. Ку енĕпе вăл Чăваш ен Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнĕ.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика