Кăсăклă каласа кăтарт

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.08.2020, 14:13 Просмотров: 223

Мĕншĕн, халăх çыравĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, качча тухнă хĕрарăмсем авланнă арçынсенчен нумайрах? Мĕн вăл кил хуçалăхĕ? Çыравсене хăçан ирттерме пуçланă тата вĕсем мĕн тума кирлĕ?

Çак тата ытти темăсемпе кăсăклă каласа парĕç блогерсен тата авторсен медиахатĕрĕсен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн конкурсне хутшăнакансем. Конкурс кăçалхи августăн 1-мĕшĕпе декабрĕн 15-мĕшĕччен иртет. Çĕнтерÿçĕсене укçан преми параççĕ.

Конкурса YouTube, «Вконтакте», «Одноклассники», «Fa-cebook», LiveJournal, Яндекс. Дзен, Instagram, Habr, Pikabu, Tik-Tok он-лайн тытăмсенче, çавăн пекех харпăр хăйсен сайчĕсене тытса пыракан 18 çул тултарнă Раççей гражданĕсем тата лицензисĕр массăллă информаци хатĕрĕсем хутшăнма пултараççĕ. Тематика питĕ анлă% Раççейри тата тĕнчери халăх çыравĕсен историйĕ, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ, уйрăм регионпа хулашăн, районпа ялшăн çырав пĕлтерĕшĕ мĕнре, çитес çыравăн çĕнĕ цифра формачĕ, çырав пĕтĕмлетĕвĕсем, вĕсемпе усă курасси тата автор темисем.

Проект планне хатĕрлемелле. Унта инфографикăсем, текст материалĕсем, репортажсем, видеороликсем, анимаци графикисем, интервью, документлă фильмсем, социаллă тытăмсенчи вырăс чĕлхипе тухакан Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне анлăрах саракан ятарлă проектсем пулмалла.

Заявкăна сентябрĕн 1-мĕшĕнчи 12 сехетчен тăратмалла. Ăна Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электронлă почта адресĕпе ярса памалла. Çавăн пекех, вĕсем виртуаллă хранилищĕсене уйрăм материалсем вырнаçтарма пултараççĕ, ун пек тусан вĕсемпе усă курма ссылкăсене кăтартмалла.

Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче, сентябрĕн 1-15-мĕшĕсенче экспертсен жюрийĕ проектсене пăхса тухать. Пултарулăх ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисем пирки 2020 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче 12 сехетре strana2020.ru сайтра тата Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн социаллă тытăмсенчи страницисенче пĕлтереççĕ. Суйласа илнĕ проектсен докуменчĕсене сентябрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 5-мĕшĕччен хатĕрлесе çитермелле тата вĕсене пурнăçа кĕртме преми памалла. Октябрĕн 6-мĕшĕпе декабрĕн 3-мĕшĕччен çĕнтерÿçĕ-проектсене пурнăçа кĕртмелли тапхăр. Юлашкинчен, декабрь уйăхĕнче вĕсене хаклаççĕ тата парнесем параççĕ.

Тĕплĕнрех Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электронлă почта адреспа ыйтса пĕлме пулать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика