Вăйпитти çынсем Чăваш енрех тăрăшчăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.08.2020, 14:16 Просмотров: 205

Вăрнар районĕнче Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова пулчĕ. Вăл район администрацийĕн актовăй залĕнче социаллă сферăра тимлекенсемпе канашлу ирттерчĕ. Ĕçлĕ тĕлпулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та хутшăнчĕ.

Министр ларăва пухăннисене Чăваш Республикин 2020–2025 çулсенчи социаллă-экономика аталанăвĕн Комплекслă программипе палллаштарчĕ.

– Республикăри вăйпитти 80 пин çын урăх регионсенче тăрăшать. Ĕç вăйне хамăр тăрăхах тавăрмалла. Программăра çĕнĕ производствăсем, ĕç вырăнĕсем йĕркелессине пысăк тимлĕх уйăрнă, – палăртрĕ Алена Геннадьевна.

Пилĕк авмасăр çăкăр хакне пĕлсе çитĕнместĕн. Министр вăрнарсене çула çитменнисене ĕçпе тивĕçтерессипе хастартарах тăрăшма сĕнчĕ.

Çавăн пекех Чăваш Республикин пилĕк çула тăсăлакан социаллă-экономика аталанăвĕн Комплекслă программинче чухăнлăх шайне чакарасси те тĕпре. Кăткăс лару-тăруран тухма гражданинпа социаллă контрактсем туни чăнахах пĕлтерĕшлĕ.

Тĕнчене çавăрса илнĕ амака пула халăха ĕçпе тата социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрсенче, социаллă хÿтлĕх кÿрекен уйрăмра тимлекенсен пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ ÿснĕ. Вĕсем йывăрлăхсем умĕнче ал усман. Ниçта та ĕçлемен, сахал тупăшлă граждансене, ачаллă çемьесене регион тата федераци шайĕнчи пулăшупа вăхăтра тивĕçтернĕ. Ватăсем те тимлĕхрех. Вĕсене те пулăшма яланах хатĕр.

–Тухтăрсен ĕçне паттăрлăхпа танлаштараççĕ, эсир те хăвăр тивĕçе чыслăн пурнăçлатăр, – çирĕплетрĕ министр.

Тăрăшуллисем хисепре. Канашлура халăха социаллă хÿтлĕх кÿрекен пайăн специалист-экспертне Татьяна Ивановăна Ĕç министерствин Тавĕпе чысларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев вăрнарсен пурнăç пахалăхне ÿстерессипе, инфраструктурăна, тавралăха хăтлăлатассипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра калаçрĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ. Сăмах çук, пĕрле тăрăшсан районăн социаллă-экономика пурнăçĕ тата лайăхланĕ.

Канашлу хыççăн Алена Елизарова министерствăна пăхăнакан учрежденисене çитсе курчĕ, ĕç условийĕсемпе паллашрĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика