Шкула кайма хатĕр-и?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.08.2020, 14:19 Просмотров: 273

Пĕлÿ кунĕччен вăхăт нумай юлмарĕ. Ачана шкула мĕнле хатĕрлемелле-ха – кун пирки Вăрнар район тĕп больницин медицина психологĕ Елена Минаева каласа кăтартать.

Йăла хăнăхăвĕсем

Ачан хăйне тата хăйĕн япалисене йĕркелĕхре тытма пĕлмелле. Шкулта нянечкăсем çук, анчах ачан пуçтарунăсăрлăхĕнчен кулма хатĕр юлташсем тупăнаççех.

Мĕн тума пĕлмелле-ха пулас вĕренекенĕн: çÿç турама, аса илтермесĕрех алăсене çума. Рюкзака хăйĕн пуçтарма, спорт тумна тата шкулта улăштармалли пушмака пуçтарса чикме, япаласене шкафа çакма, хурисене çума пăрахма. Ачан хăйĕн хывăнса тăхăнмалла, хĕлле шарфа хăй тĕллĕн çавăрса çыхма, шăлавара тÿмелеме пĕлмелле.

Социаллă хăнăху

Нумай чухне ачана шкул стресс кÿрет. Тавраллах ют çынсем, килти пек уйрăммăн лармаççĕ. Ку садике çÿремен ачасен хушшинче ытларах тĕл пулать.

Ачана харпăрхăйлĕхе вĕрентмелле. Йывăр мар ĕçсем хушмалла. Сăмахран, «сĕтел çинчен чашăк-тирĕке пуçтар», «чечексене шăвар, анчах кактуса ан тĕкĕн», «лавккана кайса кил, хăвна валли мороженăй тата çăкăр туян. Тавăрса памалла укçа пирки ан ман»...

 

Психологи хăнăхăвĕсем

Нумай чухне ачасем тимсĕрлĕхе пула килти ĕç пирки маннаççĕ. Кун пек чухне ăна çапла пулăшма май пур. Уйăх тăршшĕпе кашни кун тумалли ĕçсене çырса пырăр, ача пурнăçлани тĕлне паллăсем ларттăр. Ларма хăнăхтаракан ĕç парсан та лайăх, сăмахран, пĕрле хуратул кĕрпине суйламалла, çунă япаласене çакма ыйтмалла. Тимлĕхе аталантарни пĕлтерĕшлĕ. Правилăсене пăхăнма вĕрентме сĕтел çинчи вăйăсем пулăшаççĕ.

Шкула хатĕррин тĕп палли – ача вĕренес тесе туртăнни. Унăн элементарлă япаласене ăнлантарма, уйăрма пĕлмелле. Енчен те сирĕн ывăл-хĕр парта хушшинче ларма иртерех пек туйăнать пулсан, врачсемпе психологсем тепĕр çул хатĕрленÿ ушкăнĕнчех юлма сĕнеççĕ. Çитменнине, «Вĕрентÿ çинчен» калакан саккун çапла тума ирĕк парать% 1-мĕш класа ямалли чи çÿллĕ ÿсĕм – 8 çул.

Вулакансене пĕлме! Мĕнпур ыйтусемпе ашшĕ-амăшĕ психолог патĕнче тÿлевсĕрех пулăшу илме пултарать.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика