Ял чĕрĕлет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.08.2020, 14:21 Просмотров: 248

Çапла вара Чăваш енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2025 çулчченхи Комплекслă программине çирĕплетнĕ. Анчах та пирĕн темиçе хутчен те çак тема патне таврăнма тивет, мĕншĕн тесен ку программа республика пурнăçĕпе йăлтах çыхăннă. Министрсен доклачĕсем те, Чăваш ен ертÿçин комментарийĕ те пулчĕç.

Олег Николаев программăна йышăнас тата хатĕрлес тĕлĕшпе пуçаруçă кăна мар, вăл, «Регионсен аталанăвĕн Пĕтĕм тĕнчери центрĕ» ЗАО-н генеральнăй директорĕн Игорь Меламедăн шухăшĕпе, кăсăклă юхăма хутшăнакан та пулса тăчĕ. Çапах та нумай самант тĕкĕнмесĕрех юлнă. Час-часах программăна сÿтсе явни ларăва хутшăннисене республика ертÿлĕхне хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене тÿреммĕн пĕлтерме майсем туса пачĕ. Шăпах та программăн Чăваш ен агропромышленность комплексĕн аталанăвне халалланă пайне тишкернĕ чухне çапла пулса тухрĕ те.

Палăртма кăмăллă, чылайăшĕ тухса калаçнă май Олег Николаева тав турĕ. Сăмахран, сăвакан ĕнесен харпăрçисене укçа-тенкĕ уйăрнăшăн. Акă, тĕслĕхрен, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Олег Николаев патне çаврăнса% «Ялти пĕр хĕрарăм мана çапла пĕлтерчĕ: «Эпир ĕнесене экзотикăшăн мар, тупăш илессишĕн тытатпăр. Сĕт сутса укçа ĕçлесе илме пулать. Хальхи вăхăтра килти хушма хуçалăх аталанăвĕн чылай ыйтăвне татса параççĕ. Куншăн сире, Олег Алексеевич, пысăк тав».

Чăваш ен промышленноç аталанăвĕн драйверĕ тирпейлекен производство пулсан, сĕт туса илес ĕçĕн – килти хушма хуçалăхсем. Республикăра туса илнĕ сĕтĕн кашни иккĕмĕш литрĕ шăпах та çак хуçалăхсен тÿпи. Хальхи вăхăтра Чăваш ен çак продукципе хăйне кăна мар, ытти регионсене те тивĕçтерет. Анчах та ку пуçламăш кăна. Программăпа килĕшÿллĕн тепĕр 10 çултан сĕт туса илесси республикăра 50 процент ÿсмелле. Тĕллеве пурнăçа кĕртме ку чухнехи агропромышленность комплексĕсем тата ял хуçалăх коопертивĕсем пулăшĕç. Тĕслĕхрен, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» ял хуçалăх производство кооперативĕ. Кунта Раççей ял хуçалăх банкĕн инвестици кредитне пула нумаях пулмасть сĕт производствин иккĕмĕш линине ĕçе янă. Паллах, хресчен хуçалăхĕсене те шутран кăлармалла мар. Вĕсен пĕлтерĕшĕ Чăваш ен патшалăх правительствин пулăшăвне пула ÿсмелли кăна. Улатăр районĕнчи Первомайски поселокĕнче пурăнакан Андрей Шумилов сăвакан ĕнесене тытакансене субсиди уйăрни пирки хăйĕн шухăшне çапла пĕлтернĕччĕ%

– Эпир, ял çыннисем, йывăрлăхсенче пĕччен маррине пĕрремĕш хут туйса илтĕмĕр. Манăн хуçалăхра, сăмахран, сăвакан ултă ĕне. Выльăх-чĕрлĕхе тытса тăма 25 пин те 800 тенке тивĕçрĕм. Ку вăл курăмлă пулăшу. Çак укçа-тенкĕпе эпир ĕнесем валли утă, тырă тата çавăн пекех çунтармалли-сĕрмелли материалсем илĕпĕр. Проектра мана мĕн килĕшет-ха? Ку укçана тĕллевлĕ усă курма уйăрнă. Пулăшу ял çыннисене ĕне выльăх йышне ÿстерме самаях пулăшĕ. Енчен те хресченĕн кил хуçалăхĕнче сăвакан пĕр ĕне пулсан вăл 2300 тенкĕ, икĕ пуçшăн – тата пĕр пин тенкĕ ытларах, пирĕнни пек виçĕ тата ытларах-тăк, кашни пуçшăн 4300 тенкĕ илет. Выльăх хисепĕ мĕн чухлĕ нумайрах, субсиди виçи çавăн чухлĕ пысăкрах. Ку вăл проектăн курăнакан пайĕ. Тата тепĕр енĕ, ман шутпа, пĕлтерĕшлĕреххи пур. Пăхăр-ха, мĕнле пулса тухать. Хресчен нумайрах укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тесе ĕне йышне пысăклатма тăрăшать. Паллах, ялта тăрăшакана ĕç вăйĕ кирлĕ пулать. Анчах та ăна ăçтан тупмалла-ха? Паллах, çемьере, ачасем хушшинче кăна. Апла-тăк, çитĕннисен те, çамрăксен те ялта тĕпленес шухăш çуралать. Пирĕн, акă, тăватă ача çитĕнет. Вĕсенчен пĕри те пулсан ялта юласса шанатăп. Мĕншĕн яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа хула илĕртет? Сăлтавĕ – ялта малашлăх çукки. Енчен те субсидисене тăтăшах парсассăн килти хушма хуçалăха аталантарма хавхалану çуралĕ. Сутăн илмелли сĕт хакĕ питĕ йÿнĕ пулман-тăк, çыннăн кăмăл-туйăмĕ тата çĕкленÿллĕрех пулĕччĕ. Чĕр мăшкăл ку! Хальхи вăхăтра литр сĕте 15 тенкĕпе сутатпăр. Лавккара вара ĕçмелли шыв 1,5 – 2 хут хаклăрах.

Чăнах та, Андрей Шумилов çивĕч ыйту хускатнă. Кун çинчен Чăваш ен АПК аталанăвне халалланă программа пайне тишкернĕ чух та калаçнă. Тĕслĕхрен, Сергей Артамонов халăхран сĕт туяннă тата магазинта сутнă чухнехи хаксем пысăк уйрăмлăхра пулнине палăртнă. Паян хресчене пĕр литр сĕтшĕн вăтамран 14–15 тенкĕ тÿлеççĕ-тĕк, магазинсенче продукци хакĕ 59 тенке капашать.

Туянакан патне сĕт мĕнле çитнине пĕтĕмĕшле сăнаса пăхар-ха. «Сĕт пухни – йышăну пункчĕсенче малтан тирпейлени – сĕт завочĕсенчи производство – магазинсенчи суту-илÿ» вăчăрара мĕн курăнать-ха? Хушма хакăн пысăк пайне шăпах та суту-илÿ сечĕсем, уйрăмах федераци шайĕнчисем – «Пятерочка», «Магнит», «Перекресток», хăпартаççĕ. Сĕтĕн, çавăн пек Чăваш енре туса кăларнă ытти продукцин хакне те самаях ÿстереççĕ. «Шупашкар аш-какай комбиначĕ» ООО-н генеральнăй директорĕ Марат Якушев каланă тăрăх, тепĕр чухне сутмалли аш-пăш продукцийĕн хушма хакне 90 процент таран хăпартаççĕ.

– Июнĕн 17-мĕшĕнче пĕр суту-илÿ сечĕн магазинне ятарласа тĕрĕслерĕмĕр, – пĕлтерчĕ вăл. – Пирĕн патра кăларнă кăлпассин хушма хакне 75 процент таран ÿстернине асăрхарăмăр. «Букет Чувашии» ОАО-н генеральнăй директорĕ Дмитрий Круглов та ритейлерсем енчен хĕснипе ÿпкелешрĕ.

– «Пятерочкăра», – пĕлтернĕ вăл Аслă Экономика Канашĕн ларăвĕ иртнĕ чух трибунăран, – кантăк кĕленчери сăран 36 тĕсĕнчен тăваттăшĕ кăна «Букет Чувашии» предприятин. 1,5 литрлă ПЭТ – кĕленчери сăран хакне 75 , «Пшеничное» ĕçмене 60 процент хăпартнă суту-илÿ сечĕсем те пур. Вĕсен хушма ĕç çук-çке, продукцине хамăр килсе паратпăр, пуш кĕленчесене те хамăрах тиесе каятпăр.

Çакăн пек лару-тăру мĕншĕн йĕркеленнине пурте витĕр кураççĕ ĕнтĕ. Чăваш енре 10 çул каялла, çавăн пекех Раççейĕпех, çĕршыври пысăк ритейлерсем магазинсен сечĕсене уçрĕç. Вĕсем регион компанийĕсене пурне те тенĕ пек рынокран хĕссе кăларчĕç. Чăваш енре конкуренцие чăтаймасăр уйрăм çынсен 500-е яхăн магазинĕ хупăнчĕ, çав шутра «Сахарок» сеть те. Малтанах çынсем пысăк магазинсен сечĕсенче нумай тавара йÿнĕ хакпа сутнишĕн савăнчĕç. Анчах та рынокра тĕп вырăн йышăнсан ритейлерсем хăюланчĕç. Тĕслĕхрен, Чăваш енри хăш-пĕр фермерсем ÿпкелешеççĕ, мĕншĕн тесен сеть урлă тавар сутас тесен ритейлерсем 5 миллиона яхăн взнос тÿлеме ыйтаççĕ.  

Тавар туса кăларакансен пурин те кун чухлĕ укçа çук. Ритейлерсен хак ÿстерме сăлтавĕ пулĕ-ха. Анчах та киосксенче тата пысăках мар лавккасенче Чăваш енри тата кÿршĕллĕ регионсенчи тавар туса кăларакансен продукцийĕ, сеть тытăмĕнчи магазинрипе танлаштарсан, 20–25 процент йÿнĕрех. Акă, Комсомольскинчи сĕт тытăмĕнчи завочĕн 1 литр сĕчĕ (çу шайĕ 3,2 процент) 41 тенкĕпе сутăнать, çав вăхăтрах сеть тытăмĕнчи магазинсенче «Ядринмолоко» е «Акконд Агро» продукцийĕшĕн, пачкăра 900 грамм пулсан та, 52–54 тенкĕ кăларса хумалла.

Вырăнти влаçăн пысăк ритейлерсен хак политики çине витĕм кÿме йывăртарах. Мĕн тумалла? Ку ыйту çине Олег Николаев уçăмлă хурав пачĕ% «Чăваш енри ял хуçалăх таварне туса кăларакансен продукцине пĕр хакпа сутма пĕрлехи суту-илÿ сетьне йĕркелемелле. Ял çыннисем продукцие тивĕçлĕ хакпа вырнаçтарма тата ăна тирпейлемелли пирвайхи предприятисем уçма пултарччăр тесен коопераци çыхăнăвĕсене аталантармалла. Эпир малалла та килти хушма хуçалăх харпăрçисем тата аграрниксем еннелле пулăшу аллине тăсăпăр, мĕншĕн тесен ку чухнехи агропромышленность комплексĕ вăл – Чăваш ен экономикин аталанăвĕн драйверĕ кăна мар, чăваш ялне тата хресчен йăли-йĕркисене упраса хăварма шанăç параканĕ те».

Алексей Кряжинов.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика