Тĕп ыйтура – район çулĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.08.2020, 14:21 Просмотров: 283

Кĕçнерникун Вăрнар районĕнче Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр министрĕ Владимир Осипов пулчĕ. Вăл район администрацийĕн пуху залĕнче ял тата хула поселенийĕсен, подряд организацийĕсен пуçлăхĕсемпе тĕлпулу ирттерчĕ. Ун ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та хутшăнчĕ.

Министр пухăннисене Чăваш Республикин çитес пилĕкçуллăха палăртнă социаллă-экономика аталанăвĕн Комплекслă программипе паллаштарчĕ. Вăл пĕтĕмпех малашнехи тухăçлă ĕçпе çыхăннине палăртрĕ. Программăна тĕрлĕ сфера представителĕсен, республика çыннисен сĕнĕвĕсене шута илсе калăпланă.

Владимир Осипов çитес çулта республикăра çĕкленекен объектсем çинче чарăнса тăчĕ. Çул-йĕр сферине уйрăммăн палăртса кунта 23 проекта пурнăçа кĕртессине асăнчĕ.

Министр яллă вырăнта çул-йĕр ыйтăвĕ уйрăмах çивĕч пулнине асăнчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, республикăри муниципаллă пĕлтерĕшлĕ çулсен 28 проценчĕ çеç норматива тивĕçтерет. Вĕсене юрăхлă шая çитерме сахал мар укçа-тенкĕ тăкаклама тивет. Республикăн çул-йĕр фончĕ 5,5 млрд. тенкĕпе танлашать. Ку укçа-тенкĕпе регионти мĕнпур çулсене (вĕсен тăршшĕ 12 пин километр) юсама, çĕнĕрен тума, паллах, май килмест. Çавăнпа та министр федераци шайĕнчи ятарлă программăсене ытларах хутшăнмаллине асăнчĕ. Вăрнар районĕнче, тĕслĕхрен, федераллă программăпа Вăрман Кипекре, Хапăсра, Кив Шуртанта, Кивçурт Енĕшре çĕнĕ çулсем сарма май килнĕ. Çитес çулсенче Малтикас Ялтăрана, Сăкăта, Кÿстÿмĕре, Уйкас Явăша ырлăх çитĕ – çул пулĕ.

Министр палăртнă тăрăх, ял тăрăхĕсенчи çулсене юсаса-пăхса тăрас енпе палăртнă çул-йĕр фончĕ çитес çулсенче кăçалхи шайран кая пулмĕ. 2020 çулта районăн çул-йĕр фончĕ 39 млн тенкĕпе танлашать, çав шутра район çулĕсене пăхса-юсаса тăма 25 млн тенкĕ, поселенисенче – 14 млн тенкĕ пăхнă.

Владимир Михайлович пĕлтернĕ тăрăх, республикăри транспорт тата çул-йĕр министерстви вырăнти çулсене юсассине тĕпе хурать, ку вăл уйрăмах ялта пурăнакансен условисене хăтлăлатассипе çыхăннă.

Тĕлпулура министр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çивĕч ыйтăвĕсене те тĕплĕн хуравларĕ. Вĕсем пĕтĕмпех тенĕ пек çул-йĕр сферин аталанăвне пырса тивеççĕ. Акă, Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхне Калинино-Шăхасан çулне хăçан вĕçлесси канăç памасть. Министр пĕлтернĕ тăрăх, ку çул вĕçленмен объект шутланать. Хальхи вăхăтра подрядчикпа мĕнпур килĕшÿсене татнă. Çывăх вăхăтра çĕнĕ подрядчикпа килĕшÿ тума палăртнă. Кăçал ку çул çинче ĕçсем малалла пырасси иккĕленÿллĕ, объекта çитес çул туса пĕтерме палăртнă.

Мăн Явăш ял тăрăхĕн пуçлăхне Вăрнар–Упи–Красноармейское çула хăçан тĕплĕ юсав программине кĕртесси пăшăрхантарать. Министр палăртнă тăрăх, 2021 çулта çул проектне çĕнĕрен хатĕрлесе çитерсен юсав ĕçĕсене çийĕнчех тытăнмалла.

Аçăмçырми ял çыннисен ыйтăвне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ уçăмлатрĕ. Шупашкартан Вăрнара килекен автобуса Элĕк витĕр яма ыйтаççĕ ку тăрăхра пурăнакансем, мĕншĕн тесен вĕсен район центрне çитме урăх майсем çук. Владимир Михайлович ку ыйтăва пăхса тухма хатĕррине палăртрĕ, рейс ĕçне йĕркелеме май пуррине систерчĕ.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çавăн пекех малтан хатĕрлесе хунă çул-йĕр проекчĕсен шăпипе тата ытти ыйтусемпе те интересленчĕç. Министр кашни ыйтăва хуравпа тивĕçтерчĕ. Хумхантаракан ыйтусенче татса парас тĕллевпе районсене çулталăкра икĕ хутчен тĕлпулусем йĕркелессе шантарчĕ.

Елена АНИСИМОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика