Уяв умĕн – сумлă медаль

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.08.2020, 14:22 Просмотров: 274

Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев строительство тытăмĕнче тимлекенсене профессилле уявпа саламланă, тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысланă.

«Вурнарская» МСО ЗС» акционерла обществăн директорĕ Иван Александрович Сандомиров «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» медале тивĕçнĕ.

Иван Александрович вăрнарсемшĕн 38 çул ытларах тăрăшать.

«Вурнарская» МСО объекчĕсем кашни ялтах пур тесен те йăнăш мар. Ферма-комплекс, шкул çурчĕсем. Поселокра та пурăнмалли çуртсемсĕр пуçне социаллă объектсем чылай% Перекет банкĕ, Росгосстрах, Вăрнар хула поселенийĕн, ЗАГС пайĕн тата «Санары» лавккан пĕрлехи çурчĕ, Чиркÿ, «Ручеек» ача сачĕ.

Çирĕп те пултаруллă ертÿçĕ. Мĕнпур ĕçе тĕплĕ те пахалăхлă тума хăнăхнăран, хăйне пăхăнакансенчен те çапла пулма ыйтать вăл. Унра çынна, харпăрçăсене улталас йăла çук. Уçă чĕреллĕ, тĕрĕслĕхе мала хуракан çын.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика