Кĕрхи фантази

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.11.2017, 14:50 Просмотров: 506

Пирĕн ача садĕнче вĕрентекенсем ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлени яр уççăн курăнать.

Нумаях пулмасть «Кĕрхи фантази» конкурс иртрĕ. Ун валли уйăрнă вырăн кĕске вăхăтра асамлă юмах тĕнчинчи сăнарсемпе тулса ларчĕ. Мĕн кăна шухăшласа кăларман пулĕ ашшĕ-амăшĕ ачисемпе пĕрле!

Çĕрулмирен, панулмирен, кăшманран, купăстаран, суханран, хĕвелçаврăнăшĕпе ытти çимĕç вăррисенчен, хыр йĕкелĕсенчен хальхи вăхăтри мультфильмсен геройĕсене сăнарланă: «Смешариксем» (Галкинсен, Ежовсен, Андреевсен, Прокопьевсен çемйисем), «Жар-птица», «НЛО», (А.Ильин çемйи), «Чĕрĕпсен çемйисем» (Сорокинсен, Якимовсен, Канькинсен, Осиповсен çемйисем), илĕртÿллĕ «Хуртсем» (Кирилловсен, Терентьевсен çемйисем), Тимĕр шапапа «Ниндзя черепашка» (Т.Ильин çемйи), «Туслă пингвинсем» (Волковсен, Воиновсен çемйисем), «Кĕркуннехи пуянлăх» (И.Ильина, Ионовсен çемйисем), «Сунарçă пÿрчĕ» (Яковлевсен çемйи) тата ытти те.

Питĕ усăллă çакăн пек пĕрле ăнланса ĕçлени. Уйрăмах ачасен тавракурăмĕ анлăланать, пуплевĕ аталанать.

Раиса ПОЗИНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика