Ырă хутшăнусем пулччăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.09.2020, 14:21 Просмотров: 327

Терроризм – çынсен пурнăçĕшĕн те, пĕтĕм обществăшăн та чи инкеклĕ хăрушлăхсенчен пĕри. Ку тискер идеологие хирĕç тăрас тĕллевпе Раççейре астăвăм датине те кĕртнĕ. Вăл – Терроризмпа пĕр шухăшлă пулса кĕрешмелли кун.

Ăна сентябрĕн 3-мĕшĕнче палăртни ăнсăртран мар. 2004 çулта çак кун пирĕн çĕршыв историйĕн хурлăхлă страницисене чи тискер террорла ĕçсенчен пĕри çырăннă. Çĕнĕ вĕренÿ çулне халалланă уяв линейки вăхăтĕнче Бесланти шкула боевиксем вирхĕнсе кĕнĕ. Учительсемпе ачасене, вĕсен тăванĕсене хупăрласа илнĕ. 1 пин ытла çын виçĕ талăк террористсен тыткăнĕнче нушаланнă. Ирсĕрсен айăпĕпе 300 ытла çыннăн пурнăçĕ тискеррĕн татăлнă. Çав шутра – 150 ачан, хĕрарăмсен, çар çыннисен... Официаллă даннăйсем тăрăх, Беслан хулин халăхĕн 1 проценчĕ.

Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте Раççейĕн çĕршер террорла тискерлĕхе тÿссе ирттерме тивнĕ% Кавказри минераллă шывсем тăрăхĕнче автобуссене тыткăна илнинчен, самолетсене хăваласа тарнинчен пуçласа Чечня Республикинчи террорла оккупаци таранах. Пирĕн çĕршыв Мускаври, Буденновскри, Каспийскри, Кизлярти, Волгодонскри, Воронежри, Санкт-Петербургри, Махачкалари, Грозныйри, Бесланти, Первомайскинчи, Владикавказри, Волгоградри тата ытти хуласенчи хăйĕн пиншер гражданне çухатнă.  

Вĕсене асăнса, йăлана кĕнĕ тăрăх, сентябрĕн 3-мĕшĕнче кăçал та çĕршывĕпех астăвăм акцийĕсене йĕркеленĕ. Эпидемиологи лару-тăрăвне кура, хăшне-пĕрне – онлайн- мелпе. Хамăр районта та, акă, администраци ĕçченĕсем террорла хăрушсăрлăх енĕпе памяткăсем салатнă, ăнлантаруллă калаçусем ирттернĕ.

Акцие вĕренÿ учрежденийĕсем яланхиллех хастар хутшăннă. Кашнинчех Хăюлăх урокĕсем иртнĕ. Вĕрентекенсем хатĕрленĕ класс сехечĕсем, калаçусем, викторина-конкурссем те пĕтĕмпех обществăри çак усал пулăма асăрхаттарас, хăрушă лару-тăрура çынсене хăйсене хÿтĕлеме, çăлăнма вĕрентес тĕллевлĕ. Çавăн пекех нацисем, тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем хушшинчи туслăха, ырă хутшăнусене çирĕплетес ыйту та тимлĕхрен тухман.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика