Кĕнеке тусĕсемшĕн тăрăшса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.09.2020, 11:02 Просмотров: 357

Журналсем çинче илемлĕ кĕнеке çÿлĕкĕсене кам курса киленмен пулĕ? Халĕ, ак, вĕсем хамăр районти вулав çурчĕсене те çитрĕç.

Централизациленĕ тĕп библиотекăна кĕрсе курнисем çак ырă улшăнăва тÿрех туйса илчĕç ĕнтĕ. Урайĕнчен тытăнса мачча таран çĕкленнĕ хитре çÿлĕксем магнитла хăйсем патне туртаççĕ.

Ку çĕнĕлĕх пирĕн районта «Культурăна тата туризма аталантарасси» патшалăх программипе ĕçе кĕнĕ. Дизайншăн Хусанти «Дисплей-Арт» компани тăрăшнă. Илеме пурнăçлама тата пурлăхпа техника базине пуянлатма республика тата муниципалитет укçи-тенки хывăннă. Стеллажсемсĕр пуçне ĕç пÿлĕмĕсене те юсанă. Информаци технологийĕсен ĕмĕрĕнчен те юлас темен – интерактивлă панель, урăхла каласан, пысăк компьютер, халĕ вулакансемпе мероприятисене çÿллĕрех шайра ирттерме май парĕ. Ку ĕçре библиотекарьсене пысăк хăвăртлăхлă интернетпа усă курма май туса пани те вăйлă пулăшĕ.

Маларах библиотекăна тулаш енчен юсаса çĕнетнĕ, ку ĕçе муниципалитет укçи-тенки кайнă. Халĕ кунта шалти ĕçсене пурнăçламалла. Людмила Уткина директор кăçал ача-пăча уйрăмĕ тата ялти хăшпĕр библиотекăсем те çĕнелессине пĕлтерчĕ. Ултă вулав çурчĕ валли сĕтел-пукан, проекторпа экрансем туяннă.

– Паллах, библиотекăн тĕп тĕллевĕ – вулакансене кĕнекепе туслаштарас майсене ÿстересси. Коллектив вĕсен шухăш-кăмăлне, мĕн вулас килнине шута илсе кăçал çĕнĕ кĕнекесем заказ турĕ. Пĕтĕмпе 2 миллион тенке яхăнлăх. Сумлă пулăшу республика тата вырăнти бюджетсенчен тивĕçрĕ. Кĕнеке çÿлĕкĕсем Чăваш кĕнеке издательствин изданийĕсемпе чылай пуянланчĕç. Вĕсем пур ÿсĕмри çынсен кăмăлне те каймаллискерсем. Çавăн пекех «Ача-пăча литератури», «Азбука-Аттикс», «Эксмо» тата ытти паллă издательствăсен кĕнекисем те вулакансене хапăлласа кĕтеççĕ, – пĕлтерчĕ Людмила Вячеславовна.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, çĕнĕ коронавирус пандемине пула библиотекăсем темиçе уйăх вулакансене йышăнаймарĕç. Халĕ вĕсем унчченхи режимпах ĕçлеме тытăнчĕç ĕнтĕ. Кĕнеке тусĕсене çĕнĕрен те çĕнĕ куравсемпе, кăсăклă тĕлпулусемпе савăнтарма хатĕр.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика