Куçран вĕçертсен сÿнтереймĕн...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.09.2020, 10:30 Просмотров: 374

МЧС-ăн республикăри тĕп управленийĕн информацийĕ тăрăх, çак кунсенче пушарсен сводкине Вăрнар районĕнче пулнă инкексем те çырăннă. Тунтикун, акă, пулăшу ыйтакан шăнкăрав çăлав службине поселокран килнĕ.

«Ирхине ирех çулăм Менделеев урамĕнчи пĕр хутлă çуртра тивсе илнĕ. Ăна пула котельнăй пÿлĕмĕ сиенленнĕ. Кÿршĕри хваттерсем, телее, шар курман. Инкеклĕ лару-тăру мĕн сăлтавпа тухнине тишкереççĕ», – хыпарлать управленин пресс-служби. Унччен маларах, иртнĕ эрнере, Кивçурт Мăратра та пушар алхаснă. Управлени пĕлтернĕ тăрăх, кунти пĕр хуçалăхра çулăм пурăнмалли çурта сиен кÿнĕ. Инкек вырăнĕнче вут-çулăмпа кĕрешме пушар сÿнтерекенсен виçĕ техники хутшăннă.

Пĕр пĕчĕк хĕлхем те пысăк пушар кăларать, тенĕ ваттисем. Тепĕр каларăш вара% «Çулăма куçран вĕçертсен сÿнтереймĕн», – тет. Чăн та, çулăмсăр нимле те пурăнаймастпăр, анчах асăрхавран тухсан вăл самаях шар кăтартма пултарнине пурте пĕлетпĕр. Кĕрхи çанталăк сивĕтнĕ май ку кăткăс ыйтăвăн çивĕчлĕхĕ пушшех ÿсет.

Сывлăш температури чакни хытах сисĕнет, хутса ăшăтмалли тапхăр вара пуçланмалла кăна-ха. Çавăнпа та çурт-хваттерсене кил хуçисем электроприборсемпе ăшăтаççĕ. Хăшĕ-пĕри килте ăсталанă приборсемпе те усă курать. Мĕнпе хăрушă-ха вĕсем? Вĕсенче, ток «çапасран», хăй хĕрсе каясран хÿтĕлекен хатĕрсем çук. Напряжени вылярĕ-тĕк, ăшăтакан элемент çине мĕнле те пулин япала лекрĕ-тĕк, çулăма хыпса илме нумай та кирлĕ мар.

Хăвăра инкексенчен сыхлама, пурлăха хÿтĕлеме асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕ çакăн пек ансат сĕнÿсем парать%

хăвăр тĕллĕн ăсталанă, заводра кăларман ăшă приборĕсемпе килте нихăçан та усă ан курăр;

обогревательсене асăрхавсăр хăварассинчен сыхланăр;

ку приборсене сĕтел-пукан, чаршавсем çывăхĕнче вырнаçтарма юрамасть;

ăшă приборĕ ĕçлекен пÿлĕмре ачасене пĕччен хăварни хăрушă.

Чăнах та, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене манманни, вĕсене кил тĕрĕшĕнче çирĕп уяни кăна инкексене асăрхаттарма май парать. Районти 8 уйăхри кăтартусем те çакнах çирĕплетеççĕ. Вут-çулăм ытларах уйрăм çурт-йĕр секторĕнче алхаснă – пĕтĕм хисепрен 77 проценчĕ. Тата пушарсен чи анлă сарăлнă сăлтавĕ те шăпах çулăмпа асăрханусăр пулни – 16 тĕслĕх. Çавăнпа та пушар хуралĕн ĕçченĕсем район çыннисене тимлĕхе ÿстермели çинчен кулленех аса илтереççĕ. Çав шутра – профилактика ĕçĕ майĕпе те. Сотрудниксем поселокра, ялсенче кунашкал тĕрĕслевлĕ тĕлпулусене пĕрмаях ирттереççĕ. Унчченхи эрнере, акă, асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Петров вырăнти профилактика канашĕн членĕсемпе Хирпуç ял поселенийĕнче килĕрен тĕрĕслевпе пулнă. Кил-хуçалăхсенче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтернине, электричество тата газ оборудованипе тĕрĕс усă курнине, ыттине тишкернĕ. Тĕлпулусем вăхăтĕнче çынсемпе хăрушсăрлăх йĕрки пирки калаçнă, асăрхаттаруллă памяткăсем салатнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика