Ачасемпе ĕçлесси – чун киленĕçĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.09.2020, 10:32 Просмотров: 370

Вăрнарти «Рябинка» ача сачĕн коллективĕ професси уявне çĕкленÿллĕ кăмăлпа, уйрăм хавхаланупа кĕтсе илет. ,çлеслĕх, хастарлăх туйăмĕ пысăк. Çĕнĕ коронавирус чирĕ чăрмантарнине пула вĕренÿ учрежденийĕн алăкĕсем çуркуннеренпех хупă тăчĕç те, халĕ пÿлĕмсем ачасен шавлă сассисемпе тулни чуна ăшăтать, теççĕ вĕсем.

Пĕчĕккисем те хăйсен юратнă воспитателĕсемшĕн, тус-юлташĕсемшĕн, пĕрлехи вăйăсемпе занятисемшĕн тунсăхланă курăнать. Вĕрентекенсем вара вĕсене воспитани парас, аталанма пулăшас ĕçе хĕрсех пуçăннă.

Нина Порфирьевна Капралова заведующи чылай çул ертсе пыракан «Рябинка» ача сачĕ, чăнах та, районта тĕслĕхлисен шутĕнче. Кунта хăтлă та çутă, алăка уçса кĕрсенех ăшăлăхпа ыркăмăллăха туйса илетĕн. Ачасене анлă тавра-курăмлă, пултаруллă çитĕнме пĕтĕм условисем пур. Çавăнпах туртăнаççĕ те ĕнтĕ кунта ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те. Вĕрентÿ учрежденийĕнче çакăн пек ăнăçлă лару-тăру хуçаланни, паллах, ертÿçĕпе мĕнпур коллективăн тивĕçĕ.

Садикре 32 ĕçчен ырми-канми тăрăшать. Вĕсенчен педагогсен йышĕ – 15 çын. Коллектив туслă, унта пуян опытлă, тĕрлĕ енлĕ ăсталăхлă педагогсем пĕрлешнĕ. Хăйсемех – ÿнерçĕсемпе алĕç ăстисем, дизайнерсемпе пахчаçăсем, актерсем... Ачасене тĕрĕс воспитани парас, аталантарас ĕçре вĕсем паянхи кунхи шкул çулĕчченхи педагогика сĕнекен мĕнпур требование тĕпе хурса тимлеççĕ.

– Пĕчĕккисем садикре ашшĕ-амăшĕ ĕçре чух вăхăта ирттерме кăна çÿремеççĕ вĕт. Кунта ача çул ÿсĕмне кура пĕлÿ илет, тантăшĕсемпе хутшăнма вĕренет, пултарулăхне анлăлатать тата ытти те. Çавăнпа та воспитательсен хăйсен професси пĕлĕвĕ тарăн пулмалла, пĕрмаях малалла ăнтăлмалла, чĕрере ачасене юратни вăйлă пулмалла. Çирĕплетсех калама пултаратăп, çак чи кирлĕ пахалăхсем пирĕн педагогсен туллинех пур, – ĕçтешĕсене тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн мухтарĕ Нина Капралова заведующи.

Паллах, ытти работниксем те пĕрлехи ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ. Кашнин тивĕçĕсем пĕлтерĕшлĕ. Кĕçĕн воспитательсем ушкăнсенче тирпей-илемпе хăтлăха тытса пыраççĕ. Коронавирус инфекцийĕнчен сыхланса санитари требованийĕсене вăйлатнăран вĕсем çине паян тата ытларах ĕç тиенет. Апат-çимĕç хатĕрлекенсем вара ачасене лайăх пахалăхлă, ÿсекен организмшăн усăллă апатпа сăйлассишĕн яваплă. Япала çăвакансем пĕчĕккисен алшăллийĕсене, вырăн таврашĕсене тасатсах тăраççĕ. Садикре тимлекен рабочин вара аллисем чăннипех ылтăн – ăна пулах çуртра, пÿлĕмсенче пĕтĕмпех юсавлă.

«Рябинка» ача садĕнче, уйрăммăн каламалла, ашшĕ-амăшĕсемпе хутшăнусене пĕр-пĕрне ăнланни, пĕр шухăшлă пулни çинче йĕркеленĕ. Çакă лайăх «çимĕç» парать.

– Пирĕн воспитанниксен ашшĕ-амăшĕсем «ку педагогсен тивĕçĕ» тесе, вĕрентÿпе воспитани процесĕнчен аякра тăмаççĕ. Садик пурнăçне активлă хутшăнаççĕ. Кирек мĕнле пуçарăва хапăлласа йышăнаççĕ, яланах пулăшма хатĕр. Ачасем те маттур, ашшĕ-амăшĕ хастар, коллективăн профессионализмĕ пысăк – çакă пĕрлехи ÿсĕмсен никĕсне хывать те», – тет Нина Порфирьевна.

/сĕмĕсем-çитĕнĕвĕсем, чăн та, сахал мар. Коллективпа тивĕçнĕ наградăсем те, педагогсем уйрăммăн çĕнсе илнисем те çакна тÿреммĕн çирĕплетеççĕ. «Рябинка» ача сачĕ, сăмахран, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне районта пĕрремĕш тивĕçекенĕ пулнă. Ахальтен мар вăл – çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленессипе иртекен конкурсăн темиçе çулхи çĕнтерÿçи. Сотрудниксен йышĕнче Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе, çÿллĕ шайри ытти Хисеп хучĕсемпе чысланисем пур.

Педагогсем кулленех «Çулталăкри воспитатель» ăмăртура палăрни те вĕсем профессире малтисен шутĕнче пулнине кăтартать.

Ăста вĕрентекенсен воспитанникĕсем те сатур. «Çамрăк тĕпчевçĕ» ăслăлăх, «Карусель» тата «Пĕчĕк çăлтăрчăксем» пултарулăх, «Малышиада» спорт, «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» видеороликсен, пушар хăрушсăрлăхĕн «Неопалимая купина» тата çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн «Симĕс çутă» конкурсĕсем... – «Рябинка» ача садне çÿрекенсем чылай проектсемпе конкурссен участникĕсемпе çĕнтерÿçисем. Паллах, пурнăçри пĕрремĕш çитĕнÿсене пĕчĕккисем вĕрентекенсем пулăшнипе тăваççĕ.

– Хамăр профессипе эпир мухтанатпăр. Ачасемпе тимлесси ахаль ĕç мар, чун киленĕçĕ пирĕншĕн. Вĕсенчен хамăр пĕрмаях хавхалану илетпĕр, кашни пĕчĕк пулăмпа савăнма вĕренетпĕр, вĕсем пире çывăх çыннисемпе тан юратнине туятпăр,– теççĕ «Рябинка» ача сачĕн ĕçченĕсем.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика