Уяр çанталăкра тухăçлă ĕçлеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.05.2017, 11:36 Просмотров: 853

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ĕнерхи кун тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене районĕпе 4270 гектар (56 процент) çулнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче утă 1915 тонна (29 процент), сенаж 14600 тонна (93 процент) хатĕрленĕ. «Агрохмель», «Луч» хуçалăхра, Игнатьев, Павлов, Тарасова, Сергеев, Герасимов, Аврамов фермер хуçалăхĕсенче утă çĕр процент янтăлама пултарнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, районта симĕс ĕççине лайăх йĕркеленĕ. Хуçалăхсенче ĕçлекенсем уяр çанталăкра выльăх апачĕ хатĕрлессипе пысăк тимлĕх кăтартаççĕ. Халĕ уй-хиртен техника кунĕпе те татăлмасть. Ĕнерхи кун тĕлне кĕрхисене акма районĕпе çĕр 1199 гектар хатĕрленĕ. Ку ĕç малалла пырать.

К.ЮРЬЕВ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика