Мĕншĕн кăсăкланать?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2020, 11:52 Просмотров: 312

2021 çулхи апрельте иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕнче пурăнмалли условисем пирки мĕнле пĕлĕç; Чăваш енре кивĕ тата çĕрĕшнĕ çуртсем мĕн чухлĕ; Миçе çыннăн йăла ыйтăвĕсене татса паман; Çак информацие пĕтĕмпех çитес çыравра тĕпчĕç.

Пурăнмалли тата санитарипе гигиена условийĕсене «П» («Помещение») çырав бланкĕнче палăртĕç.

2010 çулхи çырав республикăра пурăнакансенчен 98 проценчĕ харпăр хăй (пĕр хваттерлĕ) çуртĕнче, уйрăм е коммуналлă хваттерсенче пурăннине кăтартнă. Пĕр çын пуçне вăтамран 19 тăваткал метр тивĕçнĕ.

1971 çулта тата унран каярах тунă çуртсем ытларах пулнă. Вĕсенче халăхăн 72,9 проценчĕ пурăннă. Унтан маларах хута кайнă çуртсенче пурăнакансем 25,8 процент шутланнă, 1,3 проценчĕ çурта хăçан тунине хуравлайман.

2002–2010 çулсенчи çыравсем хушшинче баллонлă газпа усă куракан кил хуçалăхĕсен йышĕ 75 процент чакнă, çутçанталăк газĕпе усă куракансем 42 процент ÿснĕ. Вăл вăхăтра уйрăм хуçалăхсен 54,4 проценчĕ пĕрлехи ăшăту тытăмĕпе усă курнă, 34,2 проценчĕ хăйсем килте ăшă системине вырнаçтарнă, 9 проценчĕ çуртсене кăмака хутса ăшăтнă.

Çыравра çакă та паллă пулнă: пĕтĕмĕшле шыв тытăмĕпе 79,8 кил хуçалăхĕ усă курнă, вĕри шывпа – 60,5 проценчĕ. 97,4 процент кил хуçалăхĕнче туалет, 69,3 процентĕнче канализаци пулнă. 55,6 процент килте ванна е душ пур тесе пĕлтернĕ, 33,5 процентĕнче мунча е сауна тунă. Çыравра, çавăн пекех, килтен тухакан каяшсене мĕнле илсе кайнине тата уйрăм кухня пуррине те ыйтнă.

Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи çыравра пуçласа кил хуçалăхĕсенче информаципе коммуникаци технологийĕсем пуррипе интересленнĕ: 44,7 процентĕнче телефон çыхăнăвĕ пулнă, телевизор антенни – 89,7 проценчĕн, радио – 17,2, интернет 29,7 проценчĕн.

Çырав кăтартăвĕсем кашни çын пуçне е кил хуçалăхĕнче вăтамран миçе тăваткал метр пурăнмалли лаптăк тивнине шутласа тупма май панă. Унсăр пуçне, вăл кăтартусем тăрăх пурăнмалли çуртсене тĕпрен юсамалли федераллă тата регионсен программисене йышăннă.

Юлашки вунă çулта ку енĕпе лару-тăру мĕнле улшăннине çитес çыравран пĕлĕпĕр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика