Вăрнар урамĕсемпе – экскурсие

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.10.2020, 14:24 Просмотров: 300

Усал вăрçă миллионшар çын чĕринче çĕçĕпе чĕррĕн каснă евĕр суран хăварнă. Çак тертлĕ те юнлă тăватă çул пирĕн тăван тăрăхран та 6 пин район çыннин пурнăçне илсе кайнă.

Вĕсем çинчен сăваплă астăвăм ачисемпе мăнукĕсен, тăванĕсен, пирĕнтен кашнин чĕрисенче упранать. Çакă кăна та мар, паттăрсен ячĕсем Вăрнар поселокĕн урамĕсен ячĕсенче те «пурăнаççĕ».

Урамсен историйĕ, пиншер шăпа... Пĕтĕмпех тĕвĕленсе çыхăннă. Урамсем те тăнăçлăхпа çĕр çинчи ирĕклĕхшĕн пуçĕсене хунă ентеш-салтаксен ячĕсемпе хисепленеççĕ. Вĕсемпе эпир те, малашнехи ăрусем те яланах мăнаçланма тивĕçлĕ. Ентешсен хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ çинчен ачасене мĕн пĕчĕкрен каласа памалла, мухтанма вĕрентмелле. Çак ĕçе районта пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Нумаях пулмасть Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекен 248 ача «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи – Вăрнар поселокĕн урамĕсен ячĕсенче» экскурсире пулса курнă. Мероприяти чукун çул вокзалĕнче уçăлнă. Çакă ăнсăртран мар, ку хăйнеевĕрлĕ символ. Нумайăшĕшĕн шăпах вокзалтан пуçланнă-çке вăрçă. Кунтан вĕсене тăванĕсемпе юратнă çыннисем куççульпе фронта ăсатнă. 3065-мĕш эвакогоспитале сиплеме илсе килнĕ аманнă салтаксемлĕ эшелонсем те кунтах килсе чарăннă. 1941 çулхи ноябрьте вара районтан 300 енне колхозник пĕчĕк вакунсене вырнаçса чукун çулпа Сăр тăрăхне тухса кайнă. Ыттисемпе танах хÿтĕлев сооруженийĕсене çĕклессипе Вăрнар çыннисем те кунĕн-çĕрĕн, канăç мĕнне пĕлмесĕр тăрăшнă.

Вокзал, стратеги тĕллевлĕ объект шутланнă май, талăкĕпех çар çыннисен сыхлавĕнче пулнă. Вĕсене вăл вăхăтра 8 çул вĕренмелли шкулăн йывăç çуртĕнче «хваттере янă».

1965 çулта вокзалта палăк та туса хунă. Ун проектне Вăрнар шкулĕн ĕç урокĕсен учителĕ Валерий Тихонович Яшмолкин хатĕрленĕ. Вăлах – Жорж Илюкин партизан урамĕнче вырнаçнă ача-пăча пултарулăх шкулĕ çывăхĕнчи обелиск авторĕ те. Пултаруллă ентешĕн шухăшĕ-ăсталăхĕ тепĕр сăваплă ĕçре те пурнăçа кĕнĕ – эвакогоспитальте йывăр сурансене пула вилнисене асăнса лартнă обелиск сăнĕнче.

Экскурсие хутшăннă вĕренекенсем СССР Геройĕсем Алексей Иванов, Степан Илларионов, Федор Ашмаров ячĕпе хисепленекен урамсенче, Анатолий Александрович Иванов пурăннă çурт умĕнче пулса курнă. Çак мухтавлă салтаксен юнлă çапăçусенчи паттăрлăхĕ çинчен каласа панине пурте мăнаçланса итленĕ.

Сăмах май, вĕсем пирки пухнă пуян информаци Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче типтерлĕн упранать. Унти сăнÿкерчĕксемпе документсен копийĕсемпе те ачасем кăсăкланса паллашнă.

Елена Шарипова,

Вăрнарти историпе краеведени музейĕн директорĕ.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика