РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Кунта пульăсем шăхăрман пулин те

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.10.2020 10:33 Просмотров: 86

Сăр тата Хусан оборона чиккине тунăранпа 80 çул çитет. Республикăра çитес çула çак пулăма халалланă май ăна паллă тăвассипе çыхăннă мероприятисен марафонĕ пуçланать.

Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура Алла Салаева вице-премьер пĕлтернĕ.

«Кунта юн юхман, пульăсем шăхăрман…» – канашлура Пăрачкав районĕнче çуралса çитĕннĕ Николай Майоровăн сăввине итлеттернĕ. Чăннипех чуна пырса тивмелле йĕркесем. Кунта тăшман çитеймен, анчах сыхлăх сооруженийĕсем чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шутĕнче – ĕçри паттăрлăха халалланă палăк çĕклесси. Вăл Куславкка районĕнче федераци трасси çумĕнче пулмалла. Олег Николаев палăртнă тăрăх, федераци шайĕнчи çак монумент туристсене илĕртме те пулăшмалла. Анчах оборона сооруженийĕсем пулнă районсенче те çак паттăрлăха халалланă объектсем кирлĕ – вырăнсенчи влаç ертÿçисене çакăн пирки шухăшласа пăхма сĕннĕ. Ку республика хăнисемшĕн кăна мар, Чăваш енре пурăнакансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ – «шухăшласа кăларни мар – чăн истори».

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ