Пĕр пăт йăла мĕн хак?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.11.2020, 10:58 Просмотров: 264

Республикăра пурăнакансем коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн, кивĕ тумтире юсама, мунча кĕме тата ытти пулăшусемшĕн çулталăкра пĕтĕм-пе 24,501 миллиард тенкĕ тăкаклаççĕ.

Федерацин статистика тĕпчевĕсем тăрăх, йăла пулăшăвĕсенчен 2019 çулта халăх пурăнмалли çуртсем е ытти хуралтăсем тунă тата вĕсене юсанă çĕре укçа-тенкĕ ытларах хывнă – 2361 миллион тенкĕ, транспорта юсаса тытса тăма – 1941 миллион тенкĕ. Парикмахерски пулăшăвĕсемшĕн 656 миллион тенкĕ тăккаланă. Вилнĕ çынсене пытарса чыс тума – 379 миллион, мунчасенче çăвăнма 292 миллион, килте куллен усă куракан техникăна юсама тата тимĕртен тĕрлĕ хатĕр тума 257 миллион, тумтир юсама тата çĕлеме 227 миллион, сăн ÿкерме 127 миллион, атă-пушмак юсама 68 миллион, япаласене хими препарачĕсемпе тасатма тата прачечнăйсенче çума 44 миллион тенкĕ кайнă. Йăла пулăшăвĕсем шутне, çавăн пекех, сĕтел-пукан туни тата юсани, техника хатĕрĕсемпе оборудование проката илни те кĕрет.

Пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă пулăшусемшĕн эпир пĕтĕмĕшле илсен 17,477 миллиард тенкĕ тÿленĕ. Ку шута медицинăпа юристсен пулăшăвĕсем, вĕрентÿ, спорт, культура, туризм кĕмеççĕ. Пĕтĕмĕшле тăкаксем, чăнах та, пысăк, анчах та уйрăм çынна шута илсен, республикăра пурăнакан кашни 1,2 миллион çын çулталăкра йăла пулăшăвĕсемшĕн 5 пин те 755 тенкĕ тÿленĕ, пурăнмалли хваттерсемпе коммуналлă пулăшусемшĕн – 14318 тенкĕ.

Саккун вăя кĕнĕ хыççăн Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн бланкĕсене те улшăнусем кĕртме тиврĕ: пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕ çăлкуçĕсем пирки ыйтнă çĕрте хуравсен çĕнĕ варианчĕсем пур. Анчах та статистикăшăн кашни çыннăн тупăшĕ пĕлтерĕшлĕ мар, тивĕçлĕ пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕ çăлкуçĕ кăна интереслентерет. Тĕслĕхрен, 2010 çулхи çырав 775,6 пин çыннăн çавнашкал пĕр çăлкуç пуррине кăтартса панă, 410,1 пин çыннăн – икшер, 26,3 пинĕшĕн виçĕ е ытларах çĕртен çемье бюджетне укçа кĕрсе тăнă.

Республика çыннисенчен 45,7 проценчĕ пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕ ĕçукçи тесе палăртнă. Килти хушма хуçалăхран тупăш илекенсем – 23,9 процент, анчах тĕп çăлкуç тесе палăртакансем 35 пин çын (12,1 процент) кăна пулнă. «Харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсем» ăнлав пурнăçа кĕнĕрен ĕç тытăмĕ мĕнле улшăннине Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕнчен пĕлĕпĕр.

Чăвашстат.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика