РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Сăр çинче ĕçленисен йĕрĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.11.2020 11:06 Просмотров: 157

Ачасенче – пирĕн пуласлăх. Пурнăç кустăрми малашлăхра мĕнле çул-йĕрпе кусасси пĕтĕмпех çамрăк ăруран килет. Апла-тăк, вĕсен ăс-тăнне пĕчĕкрен тĕрĕс хаклăхсене хывса çитĕнтерни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Çакăн пек тĕп хаклăхсенчен пĕри вăл – хамăр аваллăха хисеплеме вĕрентни, унчченхи ăрусен мухтавлă тĕслĕхĕпе воспитани пани.

Республикăра йăлана кĕнĕ Краеведени вулавĕсем те кăçал çакна тĕпе хурса иртнĕ. Мероприятие Сăр хĕрринчи тата Хусанти хÿтĕлев рубежĕсене çĕклекенсен ĕç паттăрлăхне халалланă.

Савăнма сăлтав пур: конкурсра Вăрнарти 2-мĕш шкулти 6-мĕш класра вĕренекен Иван Варламов та палăрнă. 12–14 çултисен ушкăнĕнче 11 ĕç тăратнине шута илсен, унăн тĕпчевĕ иккĕмĕш вырăн йышăнни питĕ пысăк çитĕнÿ. Конкурса вăл «Забытый фронт в тылу» ĕçпе хутшăннă. Вĕренекен кунта Вăрнарти музей архивĕсене, уйрăммăн илсен Алексей Сидорович Федоров Рункăри «Малый Цивиль» колхоз бригади 1941 çулхи декабрьте Сăр çинче ĕçлени çинчен аса илнисене, тишкернĕ. Ăслăлăх ăмăртăвне тивĕçлĕ хутшăнма ăна ача-пăча пултарулăх çуртĕнчи «Краевед» пĕрлешĕве ертсе пыракан Елена Шарипова педагог нумай пулăшнă.

Тĕрĕссипе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин темипе Иван пĕрремĕш çул анчах мар тимлесе кăсăкланать. Çак туртăм унăн хăй те çар историйĕпе интересленекен ашшĕ Алексей Варламов хавхалантарнипе çуралнă. Пĕрремĕш хут хÿтĕлев сооруженийĕсемпе Иван шăпах ашшĕпе Чулхула тăрăхĕнче çулçÿревпе пулнă чух паллашнă. Çакăн хыççăн пуçланнă та ку сооруженисен тĕсĕсене тарăннăн тĕпчесси. Ашшĕпе вĕсем музей фончĕсене тата çар сайчĕсен архивĕсене шĕкĕлченĕ, «Малый Цивиль» бригадăн паттăрлăх ĕçĕн маршручĕн карттине хатĕрленĕ.

Акă мĕн çырать Иван хăйĕн тĕпчевĕнче:

«...Колхоз бригади 16–50 çулти 35 çынтан тăнă. Бригадира Григорий Филиппович Филиппова çирĕплетнĕ. Çынсене апатлантарассине йĕркелеме те колхоза хушнă, поварĕ – Анастасия Якимова (Наçтуç акка). Апат-çимĕç тата инструментсем тиенĕ лавсене Сăр шывне çитиччен ушкăнпа янă. Кашниех унта хăйне валли кĕреçе хунă, унсăр пуçне пĕрер лум, кирке, кашни 5 çын пуçне наçилккесем илнĕ. Пĕтĕм бригадăна Вăрнар станцине пыма хушнă. Асаилÿсенчен паллă: станцире ун чух халăх йышлă пуçтарăннă, районти ытти колхозсен бригадисем те пулнă. Ĕç вырăнне пухăннисем чукун çулпа вакунсенче кайнă, Кумашка станцинче чарăннă. 10 километр енне утсан, çĕтсе кайса, пĕр ял патне пырса тухнă. Ирхине вара ял çынни вĕсене тĕрĕс çул кăтартса кăларса янă. Ветеран ку лару-тăру пирки шикленнине те аса илет. Мĕншĕн тесен вăрçă саманинче ĕç вырăнне вăхăтра килменни саботажпа танлашнă-çке.

Эпир аттепе бригадăн маршрутне йĕрлеме тăрăшрăмăр. Тишкернĕ материалсенчен пĕлетĕп: Сăр çинче ĕçленĕ çынсене питĕ йывăр килнĕ. Дисциплина çирĕп пулнă. Çынсем кунĕн-çĕрĕн вăй хурса халтан кайнă. Апла пулин те хăйсем умне лартнă тĕллевсене, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе хăйсене шеллемесĕр чыслăн пурнăçланă.

Эпĕ Елена Ивановна Шарипована чунтан тав тăватăп. Вăл мана çĕршыв историне тарăннăн тĕпчеме пулăшрĕ, музей архивĕсемпе ĕçлеме вĕрентрĕ. Çакна аван ăнлантăм: музейсен сайчĕсемпе архивĕсен пуянлăхне тишкерни мана татах та çĕннине нумай уçма май парĕ».

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ