Парăмçăсене тĕрĕсленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.12.2017, 10:22 Просмотров: 455

Тунтикун республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче алиментсем тата ĕç укçи тĕлĕшпе пухăннă парăмсене шыраса илессипе анлă рейдсем йĕркеленĕ.

Суд приставĕсен Вăрнар районĕнчи пайĕн сотрудникĕсем те акцие хутшăнса парăмçăсен адресĕсемпе çула тухнă. Ку ушкăнри тÿлевсене татма майсем шырасси, социаллă пĕлтерĕшне кура – суд приставĕсен кулленхи ĕçĕн тĕп енĕсенчен пĕри.

Мероприяти вăхăтĕнче пысăк ĕç туса ирттерме май килнĕ. Суд приставĕсем алимент тÿлемесĕр айăпа кĕнĕ 7 çын тĕлĕшпе пурнăçлав ĕçĕсем ирттернĕ тата вĕсен пурлăх лару-тăрăвне тĕрĕсленĕ. Икĕ парăмçă ĕçе вырнаçни пирки сведенисем те палăртнă приставсем. Суд йышăнăвĕсене пурнăçлас ĕç йĕркипе вĕсен тупăшĕнчен алимент парăмĕсене тытса пыма ыйтса постановленисем ярса панă.

Рейд кăтартăвĕсем тăрăх тепĕр çын тĕлĕшпе административлă протокол çырнă. Сăлтавĕ – РФ Административлă право нормисене пăсни çинчен калакан кодексĕн 5.35.1-мĕш статйи (ачасене е ĕçлеймен ашшĕ-амăшне пурăнма кирлĕ укçана тÿлессинчен пăрăнни).

Суд приставĕсен районти пайĕн сотрудникĕсем алимент парăмçисене хăйсен тивĕçне ăнланма, пĕтĕм тÿлевсене хăйсен ирĕкĕпе вăхăтра хывса пыма чĕнсе калаççĕ. Ку укçа ют çын валли мар-çке, хăвăрăн тăван ачăрсене ÿстерме, тумлантарма-çитерме, вĕрентме кирлĕ.

Суд приставĕсен районти пайĕн адресĕ – Вăрнар поселокĕ, Первомайски урамĕ, 18-мĕш çурт.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика