Ачасен сăмахĕ витĕмлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.12.2017, 09:00 Просмотров: 412

Иртнĕ эрнекун кăнтăрла тĕлĕ, Карл Маркс урамĕнче транспорт куçăмĕ пысăк. ГИБДД сотрудникĕсем иртен-çÿрен машинăсене чараççĕ, документсене ыйтаççĕ, хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăннине, машинăсен юсавлăхне,  тасалăхне пăхаççĕ.

Ним тĕлĕнмелли те çук пек, çул çинчи яланхи пулăм. Анчах тĕрĕслев мар кĕтменлĕх пулчĕ водительсемшĕн, пачах урăххи – инспекторсемпе пĕрле рейда ачасем тухни. Çапла районти ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕн В.Петровăн тата Г.Казыкин инспекторăн пуçарăвĕпе çак кун çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерме Вăрнарти 2-мĕш шкулти 4-мĕш класс вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Профилактика акцине йĕркелесе ирттерессине çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен Э.Татарова аслă инспекторпа Д.Иванова инспектор та пысăк тÿпе хыврĕç. Çавăн пекех Ю.Васильев халăх дружинникĕ ачасене хавхалантарса-пулăшса пычĕ.

Чăннипе ку акцие тĕрĕслев тееймĕн. Шкул ачисем полици сотрудникĕсен чĕнĕвне йышăнса тĕлпулăва пĕр кун кăна мар тăрăшса хатĕрленнĕ. Хĕрачасемпе арçын ачасем вĕрентекен пулăшăвĕпе водительсем валли çырусем шăрçаланă. Кашнинчех – чĕререн тухакан сăмахсем, руль умне ларакансене хăрушсăрлăх правилисене пĕрмаях пăхăнма, çуран çÿрекенсене хисеплеме чĕнсе калани.

Вĕренекенсем водительсемпе хире-хирĕç тĕл пулас умĕн хытах пăлханни курăнчĕ. Хамăр мĕн шутланине ăнлантарма пултарăпăр-ши, пире, пĕчĕкскерсене, аслисем итлĕç-ши тесе пуплерĕ пĕри те тепри. Анчах кулянни кăлăхах. Автоинспекторсен ыйтăвĕпе чарăннă машина хуçисем ачасене ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕç, вĕрентÿллĕ сăмахĕсене тимлерĕç çеç мар, нихăçан манмастпăр тесе шантарчĕç. «Çула машинăпа тухрăр-тăк, хăвăр çине пысăк яваплăх илетĕр. Çавăнпа та хăрушсăрлăх правилине пурин те пĕлмелле тата çирĕп уямалла. Тархасшăн, ÿсĕрле транспорт хатĕрĕ çине ан ларăр,  ку преступлени», – хытах асăрхаттарчĕ уйрăмах хăюллă пĕр хĕрача.

Водительсем ачасене сĕнÿ-канашсемшĕн тав туса хăйсене те çул çинче питĕ тимлĕ пулма сунчĕç. «Çакăн пек сăмахсем хыççăн йĕркене пăсма намăс та. Хальччен те пĕр айăпсăр çÿренĕ-ха, анчах ÿлĕмрен тата асăрхануллăрах пулма тăрăшăп. Тĕрĕссипе, паянхи кун манăн кăмăл питĕ хăпартланчĕ. Маттур ачасем ÿсеççĕ, мухтанатăп вĕсемпе. Мĕнле кирлĕ ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Савăннипе куçсем те шывланчĕç ав», – пăлханса калаçрĕ руль умĕнчи пĕр чиперкке.

Вĕренекенсем шаннă тивĕçе «пиллĕк» паллăлăх пурнăçланине ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Петров та уйрăммăн палăртрĕ. Пĕчĕк юлташĕсене парнесем, тĕттĕм вăхăтра çутатакан браслетсем, парса хавхалантарчĕ.

«Ачасем пирĕн пурнăçра чи хакли вĕт. Вĕсем çул çинчи инкексене асăрхаттарма чĕнсе калани водительсемшĕн витĕмлĕ пуласси иккĕлентермест. Паянхи акцин тепĕр пĕлтерĕшлĕ енĕ те пур – шкул ачисем çул-йĕр инспекторĕсен профессийĕпе куçпа курса паллашрĕç. Тен, вĕсенчен хăшĕн те пулин полици сотрудникĕсен ретне тăрас шухăш та çуралĕ», – терĕ Владимир Петров акцие пĕтĕмлетсе.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика