Техникум студенчĕсем маттур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.04.2021, 09:49 Просмотров: 430

Ăмăртусем, спартакиадăсем йĕркелени çамрăксене физкультурăпа тата спортпа туслаштарма, чи çивĕччисене палăртма, ăсталăха туптама   пулăшать. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем кăçал йĕлтĕрпе чупса, волейболла выляса   республикăра малти вырăнсене йышăнчĕç.

– Чăваш енри вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентÿ заведенийĕсем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртусенче кăçал техникум хĕрĕсемпе каччисем хастар пулчĕç. Çĕнтерÿ патне мĕнпур вăйран ăнтăлчĕç. Тăрăшни куç умĕнчех. Пьедесталăн çÿллĕ картлашкисем çине тăма тивĕçрĕç, – çирĕплетрĕç Владимир Максимов тата Галина Павлова преподавательсем. Палăртмалла, шăпах Владимир Аркадьевичпа Галина Александровна çамрăксене ăмăртусене хатĕрленĕ.

Каласа хăвармалла, техникум хĕрĕсем йĕлтĕрпе ăмăртса иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Командăра Ольга Голощапова, Анна Федорова, Карина Федорова, Дарья Васильева пулнă. Харпăр хăй зачетĕнче 3 çухрăм чупса Карина Федорова мала тухнă. Техникум яш-кĕрĕмĕ – Игорь Туйкин, Кирилл Иванов, Борис Ильдуганов, Владимир Шашкин, Дмитрий Артемьев – виççĕмĕш вырăнта.

Волейбол енĕпе йĕркеленĕ спартакиада виçĕ зонăра – Канашри педагогика колледжĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти политехника тата Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕсенче – иртнĕ. Финал тапхăрĕ вара Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул спортзалĕнче пулнă. 6 команда мала тухассишĕн ăмăртнă. Ял хуçалăх техникумĕн хĕрĕсем – çĕнтерÿçĕсем. Иккĕмĕшсем – канашсем, виççĕмĕшсем – çĕнĕ-шупашкарсем пулнă.

Финалта техникум каччисем те палăрнă, иккĕмĕш вырăна тухнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика