Тулли кăмăл парнелерĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.04.2021, 09:49 Просмотров: 396

Халĕ пурте юрлаççĕ, ташлаççĕ. Тепĕр майлă каласан, пурте сцена çине тухма талпăнаççĕ. Анчах чĕрĕ сасăпа илемлĕ юрлакан сахал. Халăх театрĕ вара – урăхла.

Акă, мартăн 26-мĕшĕнче Вăрнарти культура çуртĕнче чăн-чăн уявра пулма тÿр килчĕ. Театр кунĕ тĕлне Чăрăшкас Хирлепри культура çурчĕн артисчĕсем çĕнĕ спектакль лартрĕç. Залра халăх йышлă мар пулин те, артистсем хăйсен сăнарĕсене чунтан выляса куракансем патне çитерчĕç. Спектакльте ытларах хĕрарăмсем выляççĕ. Çав тери пултаруллă, маттур та чăтăмлă тесе калас килет вĕсем пирки. Пурнăçра та çемье тĕрекне, кил ăшшине тытса пыраççĕ, выльăх-чĕрлĕхне нумай усраççĕ, ачисене, мăнукĕсене ура çине тăма пулăшаççĕ. Çав хушăрах, вăхăт тупса, спектакльсем хатĕрлесе çынсен кăмăлне çĕклеççĕ. Мана «Хĕрарăмсем» спектакль питĕ килĕшрĕ. Залран тулли кăмăлпа тухрăм. Артистсен сывлăхĕсем çирĕп, çулĕсем такăр, ĕмĕрĕсем вăрăм пулччăр.

Татьяна Фомина.

Вăрнар.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика