Ачасен ĕçĕсенче – пысăк ăсталăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.04.2021, 09:51 Просмотров: 428

Нумаях пулмасть ачасемпе çамрăксен «Неопалимая Купина» конкурсĕн районти тапхăрне пĕтĕмлетнĕ.

Ку пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе çулсеренех çуркунне ирттерекен пултарулăх ăмăртăвĕ. Маларах муниципалитет шайĕнчи чи маттур конкурссантсене суйласа илнĕ хыççăн республикăри çĕнтерÿçĕсене апрель вĕçĕнче, Пушар хуралĕн кунĕ умĕн, палăртаççĕ. Çавăн пекех пирĕн район вĕренекенĕсен Раççейре çĕнтерес паха опыт та пур. Астăватпăр, Кÿстÿмĕр шкулĕнче пĕлÿ пухакан ачасем пĕрре мар тĕп финалта та мала тухма пултарчĕç.

Кăçал та çитĕнÿсем унчченхи çулхисенчен кая мар пуласса шанас килет. Районти жюри – асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Петров, 27-мĕш пушар чаçĕн ертÿçи Владимир Афиногентов, ВДПОн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Людмила Калитова – ачасен алĕçĕсем пушарсенчен асăрханас ыйтăва туллин çутатнине, вĕсен ăсталăхĕ тарăн та пуян пулнине çирĕплетеççĕ.

Конкурса тăратнă ÿкерчĕксене, плакатсемпе макетсене, йывăçран е хутран, ытти материалтан тата тĕрлĕрен мелпе маçтăрланă япаласене-теттесене кашнине вĕренекенсен чунĕ, тĕлĕнмелле пултарулăхĕ хывăннă. Жюри лайăххисенчен те лайăххисене район чысне республикăра хÿтĕлеме суйласа илнĕ.

«Илемлĕ ÿнер пултарулăхĕ» номинацире, акă, çĕнтерÿçĕсем – Виолетта Ирикова (Кÿстÿмĕр шкулĕ), Ксения Кокина (Вăрнарти 1-мĕш шкул) тата «Ромашка», «Ручеек», «Березка» ача сачĕсен воспитанницисем Софья Аверкина, Ксения Васильева, Елизавета Артемьева. «Декораципе ĕçлев ÿнерĕ» ушкăнра пĕрремĕш вырăн йышăннă ĕçсем те хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Вĕсен авторĕсем: Полина Фадеева (Кÿстÿмĕрти шкул), Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студентки Ольга Никитина тата поселокри «Солнышко» ача садне çÿрекен Максим Шерстнев.

Пултарулăхăн техника тĕсĕсенче те ытти номинацири пекех кÿстÿмĕрсем çав тери маттур. Диана Беркутован, Сергей Васильевăн, Иван Савиновăн, Аркадий Сидоровăн, Александр Сотниковăн, Кирилл Филипповăн пĕрлехи ĕçĕ чи ăмсанмалли тата тарăн шухăшли. Çавăн пекех Вăрнарти 1-мĕш шкулти Матвей Романовăн тата «Сеспель» ача садĕнчи Богдамир Ивановăн ăсталăхĕ те жюрин чи пысăк хакне тивĕçнĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика