Çивĕч ыйтусем тавра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.04.2021, 09:56 Просмотров: 450

Ытларикун Вăрнар районĕнче ĕçлĕ визитпа тÿрех икĕ ведомство ертÿçисем пулнă.

Чăваш ен ГКЧС председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Иванов район администрацийĕн пуçлăхĕпе Андрей Тихоновпа тĕл пулнă май чрезвычайлă лару-тăрусенчен асăрханас тата район çыннисен хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене хускатнă. Халĕ, юр ирĕлсе шыв анлăн сарăлнă вăхăтра, ейĕве инкек-синкексĕр ирттерсе ярасси çивĕч тăрать. Кунсăр пуçне çуркуннехи пушар тĕлĕшĕнчен хăрушă тапхăр пуçланасси те инçе мар. Çавăнпа та вырăнти службăсен лару-тăру кирек мĕнле «çаврăнассине» те хатĕр пулмаллине каланă. Паллах, çынсене хăрушсăрлăх правилисене аса илтерессипе те ытларах ĕçлемелле. Сăмах май, калаçăва республикăн пушара хирĕçле службин пуçлăхĕ Герман Михайлов та хутшăннă.

Пĕрлехи визит Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн ĕç коллективĕпе, Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕн ирĕклĕ пушар хуралĕн ушкăнĕпе тĕл пулнипе тăсăлнă. Николай Ивановпа Герман Михайлов сотрудниксен ĕç условийĕсемпе, техника базипе паллашнă.

Юстици ĕçĕсемпе тимлекен служба ертÿçи Дмитрий Сержантов вара район администрацийĕн пуçлăхĕпе Андрей Тихоновпа çамрăксене призыв йĕркипе хĕсмете илессине, демографи лару-тăрăвне, муниципаллă пĕрлĕхсен административлă комиссийĕсен ĕç-хĕлне, социаллă хÿтлĕхсĕр граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ кÿрессине тата ыттине тĕплĕн сÿтсе явнă.

Администраци сотрудникĕсемпе тата депутатсемпе тĕл пулнă май Дмитрий Михайлович ял-хула çыннисемшĕн усăллă проектсене йышăнас, сÿтсе явас, конкурс суйлавне ирттерес, хăçан тата ăçта пурнăçлас йĕркене тĕплĕн ăнлантарнă.

Дмитрий Сержантов ЗАГС пайĕн ĕç-хĕлĕпе те вырăнта паллашнă. Вăл республикăра «Яланлăх пĕрле – çемье пурнăçĕн тĕп тĕллевĕ» проект анлăн сарăлнине палăртнă. ЗАГС ĕçченĕсене вăл уйрăлас шухăшлă мăшăрсемпе ку проект майĕпе ытларах ĕçлеме сĕннĕ. Психологпа тĕл пулма, çемьери йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшмаллине каланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика