Саккуна пăхăнмасан

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2021, 09:58 Просмотров: 413

Апрелĕн 30-мĕшĕччен республикăра вĕçен кайăксене тытмалли çуркуннехи сунар тапхăрĕ пырать.

Анчах кăвакал аçисене çак вăхăтра кирек хăçан та пеме юрать пулсан, карăкпа ăсана, кăрăпчака тата ытти кайăка – апрелĕн 17-мĕшĕнчен 26-мĕшĕччен кăна.

Ухутана тухакан çыннăн сунар билечĕ тата сунар правине ĕнентерекен ытти документ (пăшалпа çÿремелли ирĕк, путевка) пĕрле пулмалла. Сунар асăрхавĕн ĕçченĕсем, егерьсем, обществăлла сунар инспекторĕсем, полиципе Росгварди, вăрман тата пулă хуралĕн сотрудникĕсем, çутçанталăк сыхлавĕн инспекторĕсем тата ирĕклĕ дружинисем ыйтнипе ку документсене тÿрех кăтартма тивĕçлĕ.

Раççей гражданĕсем, саккунпа килĕшÿллĕн, хĕçпăшала лицензи подразделенийĕсем панă ирĕкпе упраççĕ тата илсе çÿреççĕ. Ăна йĕнĕре, кобурара е ятарлă футлярта турттармалла. Ял-хула патне, чарăну е пухăну вырăнне, машина çывăхне çитнĕ чухне пăшала зарядсăрлатмалла.

Пăшалпа патронсене упрас, илсе çÿрес правилăсене пăснăшăн 500–2000 тенкĕ штраф хума тата лицензие 6 уйăхран пуçласа çулталăкчен туртса илме пăхнă. Транспортпа турттарса куçарас йĕркене пăхăнманшăн – 1000–1500 тенкĕ таран.

Сунара тухиччен те, ун вăхăтĕнче те спиртлă шĕвексемпе айкашма вуçех юрамасть. Çакăншăн административлă явап тыттараççĕ. Полици сотрудникĕ ÿсĕррине палăртма медицина тĕрĕслевĕ тухма ыйтнине хирĕçлесен те хĕçпăшала конфискацилесе 1–2 çул таран лицензисĕр хăварма пултараççĕ.

Сунар правилисене пăснăшăн яваплăха хытаракан улшăнусене КоАП-ра 2013 çулта йышăннă. Унта сунар билетне çулталăкран икĕ çулччен пăрахăçа кăларассине те кĕртнĕ. Çакă вара сунар пăшалне туртса илесси патне çитерет. Саккунпа килĕшÿллĕн, сунар билечĕ вăя çухатни – сунар пăшалне упрама тата илсе çÿреме панă ирĕке чармалли сăлтав.

Андрей САМОЛЕТОВ,

лицензи парассипе тимлекен уйрăмăн инспекторĕ полици аслă лейтенанчĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика