Вăхăтпа тан çĕнелет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2021, 09:59 Просмотров: 414

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн Ĕç Мухтавĕн музейĕнче реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ. Çĕнелнĕ объекта май вĕçĕнче Химик кунĕнче уçма палăртаççĕ.

Реконструкци музей лаптăкне виçĕ хут ÿстерме май пачĕ. Заводăн 1930–2005 çулсенчи историне сăнлакан тăватă зал çумне тата тепĕр пысăк пÿлĕм хушăннă. Çĕнĕ лаптăкра хальхи вăхăтри ĕç-хĕлпе çыхăннă экспозицисем вырăн тупĕç: кашни цехпа подразделени ĕçне кăтартакан сăнÿкерчĕксемпе экспонатсем. Ку залрах «Август» компанин Тутарстанри, Белоруссири тата Китайри завочĕсемпе те паллашма май пулĕ.

Çĕнĕ залăн интерьерĕ малтанхисенчен палăрмаллах улшăнса тăрать. Дизайнра «Август» Фирмăн корпоративлă тĕсĕсемпе усă курнă. Музея мультимедийлă тата интерактивлă технологипе пуянлатнă. Вĕсем уйрăмах шкул ачисемпе студентсемшĕн кăсăклă пулĕç.

Сăмахран, наукăпа производство центрĕн экспозицийĕ чăн лабораторин пĕчĕклетнĕ вариантне сăнлать. Кунта препаратсене кăларнă чухне компонентсене епле хутăштарнине те курма май пулĕ. Инженер-лаборантсем хими опычĕсемпе паллаштарĕç. Чăн лабораторири пекех вентиляци оборудованийĕ те ĕçлет. Стена çинче вара – тĕрлĕ тĕспе çутатакан Менделеев таблици.

Склад хуçалăхĕн экспозицийĕ те куракансене тыткăнлĕ. Ăна çÿллĕ стеллажсем евĕр хатĕрленĕ. Ачасем, акă, пультпа усă курса погрузчик копийĕпе ĕçлеме, стеллажсем çине савăтсем, паллетăсем хума е куçарма пултарĕç.

Музейра интерактивлă сенсорлă сĕтелсем те пулĕç. Вĕсем çинче уйрăм экспонатсем тата предприяти пирки информаци тупма пулать. Пысăк экран çинче завод ĕçĕ-хĕлĕ пирки фильмсем, видеороликсем кăтартĕç. Кунта тĕлпулусем, презентацисем, викторинăсем тата хими урокĕсем иртĕç.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика