Сахал тупăшлисене пулăшĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2021, 09:59 Просмотров: 493

Сахал тупăшлă çемьесене килти хушма хуçалăха тытса пыма пулăшасси – социаллă контрактăн кăçалхи çĕнĕ енĕ. Çакă яллă тăрăхра пурăнакан çемьесемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пулăшу виçи 100 пин тенкĕпе танлашать.

Ку укçапа хушма хуçалăха кирлĕ таварсене, çавăн пекех ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ продукцие туянма пулать. Социаллă контракт енĕпе килĕшĕве çирĕплетсен гражданинăн налук органĕнче регистрациленмелле, харпăр хăйĕн хуçалăхĕнче туса илнĕ, тирпейленĕ продукцине сутмалла, вырнаçтармалла.

Пĕлтĕр килти хушма хуçалăха аталантарас енĕпе социаллă контракта сахал тупăшлă 4 çемьепе çырнă.

Чăваш енри ĕç министрĕ Алена Елизарова çапла пĕлтернĕ:

– Кăçал çакăн пек 150 социаллă контракт хатĕрлемелле. Эпир муниципалитетсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлĕпĕр.

Харпăр хăйĕн ĕçне пуçăнакансен 250 пин тенкĕ таран илме май пур. Тĕслĕхрен, Вăрнар районĕнче 2020 çулта харпăр хăйĕн ĕçне аталантаракансене пулăшма 24 социаллă контракт çырнă. Хастар çынсене пулăшма 5750,0 пин тенкĕ уйăрнă.

Пĕлтĕр пулăшăвăн мĕнпур енĕпе 174 социаллă контракт тунă. Пĕтĕмĕшле – 14041,81 пин тенкĕлĕх.

Елена ТОЛСТОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика