Çур ĕмĕр – ачасен пурнăçĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2021, 10:00 Просмотров: 439

Эрнекун Вăрнарти «Березка» ача сачĕ сумлă датăна – 50 çулхи юбилее – паллă турĕ

Поселокри 4-мĕш ача сачĕн алăкĕсем 1971 çулхи январьте уçăлнă. Çак тапхăрта учреждени аталанса пырса тĕслĕхлисен шайне хăпарнă. Коллектив 50 çул кĕçĕннисен телейлĕ ачалăхĕшĕн, тавракурăмĕшĕн ырми-канми тăрăшать.

Тĕрлĕ çулсенче учреждени пуçĕнче Н.Ф.Галкина, Р.Б.Степанова, Н.И.Федорова, В.Н.Силина, Р.В.Архангельская, В.А.Егорова,                И.Г.Краснова пултаруллă та маттур ертÿçĕсем тăнă. Кашниех ун çĕкленĕвне хăйĕн паха опытне хывнă.

Юбилее ача сачĕ тĕплĕ юсав хыççăн çутă та илемлĕ сăнсемпе кĕтсе илнĕ. Пĕлтĕр кунта ăшă, шыв, çутă системине, çурт тăррине çĕнетессипе пысăк ĕçсем пурнăçланă.

Коллектив пĕтĕм чун-чĕрипе ачасен пурнăçне парăннă. Кунта çÿрекенсене кунсерен юрату, тимлĕх, савăнăç парнелеççĕ çеç мар, вĕсенче паянхи пурнăçăн кирлĕ те ырă енĕсене хываççĕ. Кашни ачан кăмăл-туйăмне пĕлеççĕ вĕсем, чун туртăмне кура аталантарма тăрăшаççĕ. Кунта тимлекен педагогсем Наталья Александровна Васильева, Надежда Владимировна Васильева, Нина Николаевна Волкова, Наталья Викторовна Макарова, музыка руководителĕ Елена Сергеевна Лосева, физкультура инструкторĕ Наталья Викторовна Андреева пирки ĕçтешĕсем кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те, вĕрентÿ тытăмĕн ертÿлĕхĕ те ăшă сăмахсем калаççĕ, ырă тĕслĕх вырăнне лартаççĕ. Çамрăк специалистсем вĕсен паха опытĕнчен вĕренсе пыма тăрăшаççĕ. Сăмах май, улăштаракан смена тĕлĕшпе «Березка» ача садне ăнăçнă темелле. Коллектива хушăннă йыш – Александра Владимировна Варламова, Ксения Викторовна Семенова, Людмила Аркадьевна Кузьмина воспитательсем кĕçĕн ăрăва шкул çулĕчченхи пĕлĕве парассине тивĕçлĕ шайра туса пыраççĕ.

Тĕрĕссипе, кунта тимлекенсен шухăшĕсемпе фантазине ыррăн ăмсанмалли çеç юлать. Вĕсем артистсем, художниксем, алăстисем тейĕн. Мĕн тума кăна вĕрентмеççĕ пулĕ пурнăçра малтанхи утăмсене тин тума тытăннисене. Ачасен аталанăвне çавăн пекех кĕçĕн воспитательсем те тÿпе хываççĕ. Поварсем вĕсен кулленхи апатланăвĕ тутлăхлă пултăр тесе тăрăшаççĕ. Ытти ĕçченсем те кулленхи ĕçе юратса пурнăçлаççĕ.

Коллектива иртнĕ çул вĕçĕнчен çамрăк та пуренлĕ пултаруллă педагог Надежда Васильевна Васильева ертсе, ĕçтешĕсене малтан та мала кайма çул кăтартса пырать.

«Березка» ача сачĕн ĕçченĕсене çулран-çул тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçисен йышĕнче курма пулать. Кĕçĕннисем те вĕсенчен юлмаççĕ. Ачасем те – районти, республикăри, Пĕтĕм Раççейри тĕрлĕ тупăшусен призерĕсем.

Юбилей ячĕпе саламланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов кунта тимлекенсене профессие парăннăшăн, ырми-канми ĕçшĕн тав тунă. Надежда Васильевана тата Наталья Васильевана Хисеп грамотисемпе чысланă. Çавăн пекех вăл ача садне те парне кÿнĕ – 648 пин тенкĕлĕх сертификат сĕтел-пукана çĕнетме май парĕ.

Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимовăн парнишĕн те хĕпĕртенĕ коллектив – ача сачĕн кĕçех çĕнĕ ноутбук пулĕ. Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров ачасене мечĕксен пуххипе савăнтарнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика