Медале чăннипех тивĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2021, 10:02 Просмотров: 381

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов тата ун заместителĕ Валерий Прокопьев Кайри Тукайри Евдокия Афанасьева патĕнче чыслă сăлтавпа пулнă.

Вĕсем Евдокия Афанасьевнан кăкăрĕ çине «Чăваш Автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» юбилейлă медале çакса янă.

Ватă çак наградăна чăннипех те тивĕç. Вăл Чăваш Автономи облаçĕнчен пĕр çул аслăрах – июльте 102 çула çитет. Пурнăçра хура-шурне сахал мар курнă. Ашшĕ хăй çураличченех, амăшĕ тăхăр çулта чухне çĕре кĕнĕ. 4 класс пĕтерсен тăлăх хĕрача колхоза конюха вырнаçнă. Вăрçă вăхăтĕнче Тăвай районĕнче окопсем чавнă çĕре хутшăннă. Мирлĕ вăхăтра ĕмĕрĕпе тăван хуçалăхра вăй хунă. Яланах хисепре пулнă. Тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕ.

Хĕрне пĕчченех ÿстернĕ, çын хаклăхĕсене яланах мала хумаллине вĕрентнĕ. Мария уншăн халĕ çирĕп тĕрев.

Вырăнти влаç представителĕсем Евдокия Афанасьевана пурнăç çулĕпе таса чунпа, йывăрлăхсене парăнмасăр утнăшăн тав тунă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика