Пысăк ĕçшĕн – сумлă награда

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2021, 10:03 Просмотров: 571

Хисепе укçапа илме çук, ăна кăтартуллă, паха ĕçпе кăна тивĕçме пулать.

Пирĕн ентеш, Çĕньял Хапăсра çуралса ÿснĕ Владимир Алексеев пирки чăннипех çапла каламалла. Вăл 30 çул ытла ĕнтĕ пĕр улшăнмасăр Мускаври «Порт Коломна» акционерсен уçă обществине ертсе пырать. Пултаруллă ертÿçĕ шыв транспорчĕн отрасльне аталантарас ĕçе калама çук пысăк тÿпе хывать. Ахальтен мар ĕнтĕ çак кунсенче пирĕн ентеше Раççей Транспорт министрĕ Виталий Савельев мухтанă, вăл пуç пулса тăракан компани отрасль мăнаçлăхĕ пулнине, Владимир Яковлевичăн çĕршыв умĕнчи тивĕçĕ пысăккине палăртнă. Паян порт тăнăçлă тата эффективлă аталанса пырать, шалти шыв транспорчĕпе тавар турттарассипе лидерсен йышĕнче.

Министр транспорт отраслĕнче палăрнисене тĕрлĕ наградăпа чысланă. Вăрнар тăрăхĕн мухтавлă ывăлĕ Владимир Яковлевич Алексеев Павел Мельниковăн медальне тивĕçнĕ.

Ку наградăна патшалăх транспорт политикинчи чаплă кăтартусемшĕн, отрасль çĕкленĕвне харпăр хăй тÿпине хывнăшăн параççĕ. Ентеше саламлатпăр!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика