Ял çыннипе хутшăнса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.04.2021, 09:21 Просмотров: 345

Упнер ялĕнчи ФАП ĕçченĕ Светлана Васильевна фельдшерица ял çыннисемпе тĕлпулу ирттерчĕ.

Вăл медпункт умĕнче тăракан ыйтусене çĕклерĕ. Туберкулеза хирĕç кĕрешекен «Белая ромашка» программăпа паллаштарчĕ.

Çынсем тимлĕ итлерĕç, тĕрлĕ кирлĕ сĕнÿсем хушса каларĕç. Уйрăмах Анастасия Никандровна Захарова, Мария Анатольевна Белова тата ыттисем хастар пулчĕç. Ветерансем Упнер ялĕнче хăй вăхăтĕнче сельсовет çуртĕнче ĕçленĕ медсестрана, ял çыннисене куç чирĕнчен, трахомăран, сипленĕ Уçтене (Устинья) те ырăпа аса илчĕç.

Халĕ Упнер ФАП-ĕнче ĕçлекен медфельдшерица Светлана Васильевна пулăшу ыйтма пыракансене ăшшăн йышăнать, Гиппократ тупине тивĕçлĕ тытса пырать. Ял çыннисем ун ĕçĕпе пурте кăмăллă.

Упнерте пурăнакансем.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика