Кăткăс вăхăтра та тивĕçлĕ иртĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.04.2021, 09:40 Просмотров: 340

Пĕтĕм Раççей территорийĕпех апрелĕн 1-мĕшĕнчен çамрăксене çара илессипе анлă ĕç пуçланчĕ. Призыв кампанийĕ июлĕн 15-мĕшĕччен тăсăлать.

Йĕпреç тата Вăрнар çар комиссариатĕнче апрелĕн 1–7-мĕшĕсенче 1994–2003 çулсенче çуралнă каччăсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларас ĕç пурнăçланчĕ. Апрель варринчех, акă, призывниксен пĕрремĕш ушкăнĕ çар форми тăхăнса служба вырăнĕсене ăсанĕ те ĕнтĕ.

Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссариачĕ призыв мероприятийĕсене пандеми условийĕсенче те тивĕçлĕ ирттерме хатĕр. Пур сотрудник та коронавирус инфекцийĕнчен сыхланса вакцинаци тутарнă е антителасем пур. Чир сарăласран шанчăклă хÿтĕленес тĕллевпе профилактика мерисене туллин пăхăнаççĕ% пÿлĕмсене тăтăш  сиенсĕрлетеççĕ, пĕрмаях дезинфекци хатĕрĕсемпе усă кураççĕ, ÿт температурине виçеççĕ.

Призыв пунктĕнче пулас салтаксене çын йышлă пухмасăр, пысăк мероприятисемсĕр ăсатма палăртнă. Пĕрремĕшĕнчен, вĕсем пĕр-пĕринпе тата ют çынсемпе хутшăнассине чакармалла. Иккĕмĕшĕнчен, призывниксемшĕн инфекци ертес хăрушлăх кăлармалла мар. Çавăн пекех хĕсмете каякан каччăсен пухăну пунктĕнче те тепĕр хутчен тест парса тĕрĕсленме тивĕ. Призывниксене кирлĕ вырăна турттарассине уйрăм тимлĕхе илнĕ. Транспорта çамрăксем кĕрсе лариччен тĕплĕ сиенсĕрлетеççĕ, водительсем те вакцинаци мелĕпе чиртен сыхланнă.

Пандеми пуçланнăранпа ку – чару мерисене уяса иртекен виççĕмĕш призыв. Çурхи кампани вăхăтĕнче Вăрнар районĕнчен 50 енне каччă салтак аттине тăхăнма хатĕрленет.

В.АНДРЕЕВ,

Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика