Пуренлĕ пултаруллă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.04.2021, 09:40 Просмотров: 442

Хăшпĕр ачасем тăвакан çитĕнÿсем вĕрен-текенсемпе ашшĕ-амăшне çеç мар, ентешсене пурне те мăнаçланма хистеççĕ. Вĕсем – пирĕн пуласлăха çĕклекенсем.

Вăрнарти 1-мĕш шкулта та пур ун пек вĕренекен. Вăл – 8-мĕш класри Карина Федорова. 1-мĕш класранах вĕренÿре «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Тĕрлĕ конкурс-олимпиадăсене хастар хутшăнать. Иртнĕ çул художество шкулне те чи пысăк паллăсемпе пĕтернĕ. Чылай çул актер ăсталăхĕн кружокĕнче пĕлĕве тарăнлатать. Виçĕмçул çĕршыври талантлă çамрăксен йышĕпе Пĕтĕм Раççейри «Орленок» центрта канма путевка та çĕнсе илнĕ.

«Талантлă çын пур енĕпе те талантлă» текен каларăш шăпах ун пирки. Çакна районти «Эрудит-2021» конкурс жюрийĕ те çирĕплетнĕ. Ăс-хакăл тупăшăвĕсенче вăл паллă фильмсен сăнарĕсене калăпланă. Мастер-класра кекссене илемлетме вĕрентнĕ (пушă вăхăтра вăл тортсем пĕçерет). Унтан жюри сĕннĕ материалсемпе Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строительстви пирки стена хаçачĕ кăларнă. Пĕтĕмĕшле, чи нумай балл пухнă, «Эрудит» çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика