Çамрăк пограничниксен йышне илчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.04.2021, 09:54 Просмотров: 341

Хапăс шкулĕнче космоса пĕрремĕш хут çын вĕçнĕренпе 60 çул çитнине чыслăн паллă турĕç.

Çак пысăк датăна халалласа кунта çамрăк патриотсен отрячĕсен клубĕсемпе пĕрлĕхĕсен воспитанникĕсен республикăри слечĕ иртрĕ. Мероприятие влаç представителĕсем, пограничник-ветерансем, ытти сумлă хăнасем те пухăнчĕç. Хĕрÿ тупăшура мала тухассишĕн Вăрнар, Канаш, Йĕпреç районĕсенчи, Шупашкарти вĕренекенсен отрячĕсем тупăшрĕç.

Слет участникĕсемпе хăнисене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов саламларĕ. Пограничник çарĕсен ветеранĕсене çамрăксене патриотла воспитани парассипе хастар тăрăшнăшăн тав турĕ, ачасене вара аслă тантăшĕсенчен яланах тĕслĕх илме сĕнчĕ. «Шкулсем çумĕнче çарпа патриотизм клубĕсене туса хуни вĕренекенсен сывлăхне çирĕплетме, ĕçлеслĕхне аталантарма, ăс-хакăлне пуянлатма тата Тăван çĕршывăн шанчăклă хÿтĕлевçисене ÿстерме пулăшать», – терĕ вăл.

Слета пухăннисене çавăн пекех шкул директорĕ Оксана Жебелевская, «Пограничное братство» тата «Боевое братство» обществăлла организацисен районти пĕрлешĕвĕсен председателĕсем Иван Яковлевпа Андрей Николаев та саламларĕç.

Ку уяв пуринчен ытла 5–6-мĕш классенче вĕренекенсемшĕн чи хумхануллă пулчĕ тесен йăнăш мар. Савăнăçлă лару-тăрура вĕсене пограничниксен çамрăк тусĕсен йышне илчĕç.

«Пограничник ятне тивĕçлĕ, хăюллă та хастар пулма, Тăван çĕршыва пурнăç тăршшĕпе юратма, Раççейĕн çар тата ĕç йăлисене упрама тупа тăватпăр», – янăратрĕç вĕсем харăссăн. Çар ветеранĕсем çĕнĕ отряд хастарĕсене симĕс беретсем тăхăнтартрĕç. 9-мĕш классем хатĕрленĕ пултарулăх номерĕ вара уява хаваслăх кĕртрĕ.

Слетăн конкурс пайĕ ушкăнсен командирĕсем «Пограничниксен çамрăк тусĕсен» отрячĕсен штаб пуçлăхне Юрий Никифорова доклад тунипе уçăлчĕ. Командăсем чылай конкурсра чи маттуррисене палăртрĕç% парад йĕркипе утассипе, инкеке лекнисене пĕрремĕш пулăшу парассипе, автомата салатса пуçтарассипе, юрă-литмонтаж кăтартассипе тата ытти енĕпе. Вĕренекенсем хăйсен ăсталăхне, сцена çинчи пултарулăхне, çивĕчлĕхне пуренлĕн кăтартрĕç.

Мероприятие, каласа хăвармалла, районти обществăлла çар организацийĕсен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Слет участникĕсене ветерансем космонавтика паллиллĕ асăнмалăх значоксемпе тата Дипломсемпе чысланă.

Н.АЛЕКСЕЕВА,

директорăн воспитани ĕçĕпе тимлекен заместителĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика