Çирĕп йĕркене пăхăнса кăна

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.04.2021, 09:55 Просмотров: 362

Мĕнрен пуçланать-ха çуркуннехи «пахча» сезонĕ? Йăлана кĕнĕ тăрăх, çÿп-çаппа пĕлтĕрхи çулçăсене, туратсемпе типнĕ йывăç-курăка çунтарнинчен. Анчах, манмалла мар, хуçалăх-пахчасенче, дача участокĕсенче, кил-çурт таврашĕнче уçă çулăм кăларни – чăннипех те пысăк хăрушлăх.

Çакна темшĕн хăшпĕр кил хуçисем шута илме тăрăшмаççĕ. Тĕрĕссипе вара, кирек мĕнле асăрханусăрлăх та е вăйлă çил те инкек сăлтавне куçма пултарать. Пĕлтĕр, акă, район çыннисем çуллахи тапхăра хатĕрленсе çÿп-çаппа типĕ курăка чĕртсе янă пирки 13 пушар алхаснă. Çак вăхăтра тимлĕх çинчен маннăран 2 дача, пурăнмалли пĕр çурт, сарайпа мунча çунса кайнă. Çăмăлттайла хăтланакансен айăпĕпе хăйсем кăна мар, ют çынсем те тăкак курнă. Ку ĕçсене пурнăçланă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн пĕлтĕр 16 гражданина административлă явап тыттарнă. Çавăнпа ĕнтĕ, инкексем тăтăш тухнине кура, пахчасемпе хушма хуçалăхсенче çулăм чĕртес правилăсем çирĕпленсех пыраççĕ.

Кăçалхи январьтен, акă, Раççейре пушара хирĕçле режимăн çĕнĕ правилисем вăя кĕнĕ. Вĕсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ, запас çĕрĕсем çинче, пурăнмалли вырăнсен çывăхĕнче уçă çулăмпа усă курмалли тата кăвайт чĕртмелли йĕркене ăнлантараççĕ. Ку çĕрсем çинче çÿп-çаппа хытă каяшсене çунтармалли вырăнсем тĕлĕшпе пăхăнмалли требованисене Раççей Правительствин 1479-мĕш номерлĕ йышăнăвĕн 4-мĕш приложенийĕнче туллин çырса кăтартнă.

Участокри типĕ туратсемпе ытти йывăç-курăка çунтарасси пирки калас-тăк, правилăсем çакăн пек:

Участоксенче çулăма чĕртме юрать, анчах ятарласа хатĕрленĕ вырăнта тата çилсĕр çанталăкра кăна. Çав вăхăтра муниципаллă пĕрлĕхре пушара хирĕçле уйрăм режим пулмалла мар.

Çунтармалли вырăна йĕркелесси çулăма мĕнле мелпе усă курса чĕртнинчен килет.

Пĕрремĕш вариант – тарăнăшĕ 30 сантиметртан кая мар тата 1 метртан сарлака мар шăтăк е канав. Уçă çулăм вырăнĕ кирек мĕнле çурт-хуралтăран 50 м, лăсăллă йывăçсенчен 100 м, çулçăллисенчен 30 м аяккарах пулмалла. Анчах малтан ку вырăна 10 м инçĕшĕнче хăрăк йывăçсемпе çатракасенчен тĕплĕ тасатмалла тата территорие 40 сантиметртан пĕчĕк мар йăрăмпа уйăрмалла.

2-мĕш вариант – çунман материалтан тунă, калăпăшĕ 1 кубла метртан ытла мар пичке е ытти савăт. Вăл çирĕп тĕрев çинче лармалла, шăтăк-çурăк пулмалла мар. Савăта хуралтă-çуртран 25 метр, лăсăллă йывăçсенчен 50 метр, çулçăллисенчен 15 метр аякра вырнаçтармалла. Пĕрремĕш мелри пекех территорие тасатмалла, минерализациленĕ йăрăм пирки требовани çук.

Анчах çÿп-çап çунтармалли савăта металл листипе пĕрле усă курмалла – вăл пичкене çÿлтен çăтă хуплама май парĕ. Правилăсенче пушар сÿнтермелли пĕрремĕшле хатĕрсене алă айĕнчех тытмаллине те çырса хăварнă.

Пушара хирĕçле уйрăм режим кĕртсен штраф виçисем ÿсеççĕ, çавăн пекех хушма чарусем те йышăнма пултараççĕ. Республикăра ку тапхăра апрелĕн 25-мĕшĕнчен çирĕплетме палăртнă. Кунсăр пуçне, правилăсене уяманшăн çынсем шар курнă-тăк, штраф уголовлă яваплăха куçать.

Асăрхав тата

профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика