Ачасене хÿтĕлесе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.06.2021, 16:16 Просмотров: 1317

Кашни ача ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйса, телейре ÿсме тивĕçлĕ. Анчах пурнăçра, шел те, тепĕр майлă та пулса тухать.

Аслисен айăпне пулах хăшпĕр ачасем хÿтлĕхсĕр юлаççĕ, йывăрлăха кĕрсе ÿкеççĕ. Çавăнпа та ывăлĕ-хĕрĕсене çителĕклĕ çитĕнтерессишĕн тăрăшман ашшĕ-амăшне алиментсене хистевлĕ тÿлеттерес енĕпе Чăваш енри суд приставĕсем тĕллевлĕ тимлеççĕ.

– Çулталăк пуçланнăранпа кăна республикăра алимент укçи-тенкине 55 миллион тенкĕ енне шыраса илме пултарнă. Парăмçăсене ачисем умĕнчи тивĕçĕ çинчен аса илтермелли çирĕп мелпе те туллин усă курнă – чарăва пула 4900 çын Раççей чиккисенчен каçайман. Унсăр пуçне, транспорт хатĕрĕсемпе çÿреме чарма та 1300 йышăну кăларнă. Алимент тÿлессинчен тарса çÿрекенсем тĕлĕшпе 285 уголовлă ĕç пуçарнă, 534 çынна административлă явап тыттарнă, – пĕлтерет Суд приставĕсен службин республикăри Управленийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Александра Иваницкая.

Сăмах май, Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун «Суд приставĕсем – ачасене» пысăк акци иртнĕ. Çак кун суд приставĕсем çула çитменнисен прависемпе интересĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусене хуравланă. Специалистсем алимент тÿлевĕсене шыраса илес йĕрке тата ку службăна мĕнле тухасси пирки канаш-сĕнÿсем панă, парăмсен виçине уçăмлатма пулăшнă тата ытти те. Çавăн пекех акцие районти суд приставĕсем те пур енлĕ хутшăннă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика