Петровсем – ГТО фестивалĕн çĕнтерÿçисем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.06.2021, 16:18 Просмотров: 869

Ершепуç тăрăхĕнчи Петровсем – сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан мăшăр. Хăйсен пурнăçне спортсăр пачах та курмаççĕ вĕсем. Çемьере кашниех – ашшĕ-амăшĕ те, ачисем те – чуна çывăх спорт тĕсĕпе туслашнă.

Юрий Виссарионовичпа Людмила Николаевна иккĕшĕ те Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче тăрăшаççĕ, кулленех ĕçре. Апла пулин те тĕрлĕ шайри ăмăртусенчен юлмаççĕ: тупăшу туйăмĕпе хавхаланаççĕ, ыттисемпе пĕрле хăйсен çирĕплĕхне, вăй-халне тĕрĕслеме кăмăллаççĕ.

Спорт анинче пысăк çитĕнÿсем те пур. Нумаях пулмасть Петровсем пĕтĕм республикăри ГТО фестивалĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă. Ку мероприяти, «ГТО» физкультурăпа спорт комплексĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине халалланăскер, унчченхи вырсарникун Кÿкеçре иртнĕ. «Улăп» центрта тĕрлĕ районсенчен 12 çемьене ăмăртăва пухнă вăл. Уйрăммăн палăртмалла, çемье командисенче ашшĕ-амăшĕ тата ачи çеç мар, аслашшĕ-асламăшĕ е кукашшĕ-кукамăшĕ те – пĕр танах участниксем. Вĕсен пурин те хăйĕн ушкăнĕнче ГТО нормативĕсене «парăнтарма» тивнĕ.

Петровсен çĕнтерÿ «енчĕкĕнче» кашнин тÿпи курăмлă. Çемьен кашни ăрăвĕ хăйĕн ушкăнĕнче палăрма пултарнă. Ывăлĕ Виссарион, акă, арçын ачасем хушшинче – пĕрремĕш, Юрий Виссарионович ашшĕсенчен – иккĕмĕш. Амăшĕсен ушкăнĕнче Людмила Николаевна – виççĕмĕш вырăнта. Кукамăшĕ Лидия Валерьяновна та çемье, район чысне тивĕçлĕ хÿтĕленĕ – пĕтĕмĕшле пухмача кĕмĕл медальпе пуянлатнă.

«Çемье ăмăртăвĕсем пуриншĕн те спортпа сывлăх, кану уявĕ пулса тăчĕç. Тĕрлĕ тăрăхри çемьесемпе тĕл пулни, туслă тупăшура вăй виçни савăнăçлă кăмăл-туйăм парнелерĕ», – çирĕплетеççĕ спорт тусĕсем.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика