Пограничниксен кунне халалласа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.06.2021, 16:38 Просмотров: 1575

509 çул каялла, 1512 çулхи май уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Василий Аслă кнеçĕн наказĕпе çĕр-шывăн кăнтăр тата кăнтăр-хĕвелтухăç енчи çĕрĕсене регулярлă полксем тăшмансенчен сыхлама пуçланă. Çулсем иртнĕçемĕн «Пограничная стража» аталанса, çирĕпленсе пынă.

1918 çулхи май уйăхĕн 28-мĕшĕнче РСФСР Халăх Комиссариачĕн Канашĕ пограничниксем çинчен калакан Декрет йышăнать. Çак кунтан пирĕн çĕршывра Пограничник кунне уявлама тытăннă.

Çĕрпел тăрăхĕнче тĕрлĕ вăхăтра çĕршыв чиккисене сыхланисем 30-а яхăн çын. Иртнĕ эрнере уява халалласа Çĕрпел ял поселенийĕнчи кану паркĕнче илемлĕ палăк уçрĕç. Ырă ĕçе пуçаракансем тата пурнăçа кĕртекенсем – ку тăрăхри пограничниксем. Уява Афганистан вăрçин ветеранĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ, Вăрнар районĕнчи Офицерсен союзĕн председателĕ, отставкăри подполковник Геннадий Николаев уçрĕ. Хăнасен йышĕнче тĕрлĕ çулсенче погранçарсенче службăра тăнисем пулчĕç. Çав шутра – Уссури шывĕ çывăхĕнче китаецсемпе пулнă çапăçу ветеранĕсем (1969 ç.), Афганистан вăрçи витĕр тухнă салтаксем (1979–1989 ç.ç.), Таджикистан   (1990 ç.), Чечня (1994–1999 ç.ç.), Абхази (1996–1997 ç.ç.) тата ытти «вĕри точкăсенче» пулнисем.

Мероприятие Çĕрпел ял поселенийĕн, ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçисем, Вăрнар тата Йĕпреç комиссариачĕн призывниксемпе ĕçлекен инспекторĕ тата ытти паллă çынсем те хутшăнчĕç. Районти Офицерсен союзĕн представителĕсем хастар та маттур çар ветеранĕсене «75 лет Победы в ВОВ» медальпе тата «Герои наших дней» кĕнекепе чысларĕç.

Çакăн пек тĕлпулусем, уявсем çамрăк ăрăва тĕрĕс çулпа пыма, Тăван çĕршыва юратма, ырă ĕçсем тума вĕрентеççĕ.

В.ПАВЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика