Кама – мĕн чухлĕ?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.06.2021, 16:40 Просмотров: 959

Раççей Президенчĕ Владимир Путин апрельти Çырура каланă сăмахсене пурнăçласа тупăш сахал илекен тата çире пур хĕрарăмсене укçан пулăшасси пирки саккуна алă пуснă. Вĕсем июльтен вăя кĕреççĕ.

Кама тивĕçет-ха пособи;

Пĕччен ашшĕ-амăшне. Пособие 8–16 çулсенчи ачисене пĕччен ÿстерекен ашшĕ е амăшĕ (ашшĕ-амăшĕнчен пĕри вилнĕ, хыпарсăр çухалнă е çурални çинчен калакан свидетельствăна çырман пулсан) е ашшĕ-амăшĕнчен пĕри, судпа уйрăлнă хыççăн алимент илсе тăрать пулсан, тивĕçеççĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, республикăри ку тÿлеве 18–20 пин çемье илĕ. Ун виçи 4941,5 тенкĕпе танлашĕ.

Çире пур хĕрарăмсене. Пособие учета малтанхи сроксенче – 12 эрнеччен – тăракан пулас амăшĕсем тивĕçеççĕ. Ун виçи ĕçлекен халăхăн пурăнмалли минимумĕн çуррипе е 5207 тенкĕпе танлашĕ.

Пособие палăртнă чухне ун кирлĕлĕхне комплекслă хак парĕç. Ăна Раççей Пенси фончĕ урлă тÿлеççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика