Медицина ыйтăвĕсемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.06.2021, 16:41 Просмотров: 771

Районта ĕçлĕ визитпа Чăваш ен сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пулнă.

Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Андрей Тихоновпа тата район тĕп больницин тĕп врачĕпе Сергей Илюткинпа халăха вакцинаци тăвас, медучрежденисенче юсав ĕçĕсем ирттерес ыйтусене сÿтсе явнă.

Хальхи вăхăта ковидран пĕрремĕш тапхăрпа 3666 çын прививка тутарнă, иккĕмĕш компонентпа – 2639-ăн. Тĕслĕх кăтартаканĕсем – «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн ĕçченĕсем: вĕсен 90 ытла проценчĕ иммунизациленнĕ.

Кăçал районта пилĕк çĕнĕ ФАП çĕкленмелле: Кив Мĕлĕшре, Туçи Çармăсра, Шĕнер Ишекре, Пăваялĕнче, Çăкаллă Явăшра.

Министр çавăн пекех граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă, тĕп больницăн коллективĕпе курнăçнă. Калининăри участок больницинче кунти юсав пирки калаçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика