Суд умне тăричченех хупса лартнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.01.2018, 09:00 Просмотров: 435

Çемьере вăрçакан «паттăрсем» мăшăрĕсене тÿпеленине ăс кĕртни вырăнне кăна хураççĕ пулмалла. Алă çĕклеме сăлтав тупма вĕсемшĕн йывăр мар. Хĕрарăмĕсем сăмах чĕнмесĕр, никама пĕлтермесĕр тÿссе пурăннине кура пушшех пуçтахланса каяççĕ. Анчах хăть мĕнле явăнсан та вĕренĕн те вĕçĕ пур. Çемьере çапăçакансене те хытах хĕстерме пултараççĕ, ирĕксĕр хăварасси таранах.

РФ Уголовлă кодексĕн 117-мĕш статйин 1-мĕш пайĕнче пăхнă преступлени, темиçе хутчен те хĕнени, йывăрах мар преступленисен ушкăнне кĕрет. Ку киревсĕрлĕхшĕн айăпланакансене ĕçе тишкернĕ вăхăтра ирĕкрен хăтарни сайра усă куракан чи çирĕп мера. Шăпах çакăн пек айăплав йышăннă Н. гражданин тĕлĕшпе. Вăл пĕрле пурăннă хĕрарăма пĕлтĕрхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчен декабрĕн 17-мĕшĕчченхи тапхăрта тăтăшах хĕнесе сывлăхне сиен кÿнĕ, вăрçса-харкашса усал сăмахсемпе хăртнă. Ытларах чухне ÿсĕрле, кĕвĕçнипе е вуçех сăлтавсăрах. Арçын тĕлĕшпе ĕç пуçарсан ăна аякка тухса çÿреме чарнă тата хăйне йĕркеллĕ тытма хушса асăрхаттарнă. Анчах Н. ку чарусене тимлĕхе те илмен, хĕрарăма хĕнеме те чарăнман. Çапла уголовлă ĕç тишкерĕвне тата ытти фактсем хушăннă. Айăплав мерине сĕмсĕррĕн пăснине кура Н. гражданина тытса чарнă, дознаватель ăна суд ларăвĕчченех хупма ыйтса ходатайствăпа тухнă. Суд çакăнпа килĕшмен. Апла пулин те Вăрнар район прокурорĕ вырăнти суд йышăнăвне Аслă судăн уголовлă ĕçсемпе тимлекен коллегийĕнче хирĕçленипе Н.-на ирĕкрен хăтарма май килнĕ.

Сăмах май, вăрçма юратнăшăн арçын унччен те суд умне тăнă. Халĕ ăна çирĕпрех явап кĕтет. РФ Уголовлă кодексĕн 117-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе 3 çул таран ирĕклĕхе чакарма, çав вăхăтлăхах хистесе ĕçлеттерме е тĕрмене ăсатма пултараççĕ.

Вера СЛЫШОВА,

полицин «Вурнарский» пайĕн дознани ушкăнĕн пуçлăхĕ полици майорĕ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика