Тимлĕ пулăр, ан ĕненĕр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.09.2021, 10:04 Просмотров: 144

Шулĕксем пуçтахлансах кайрĕç. Хамăр республикăра та вĕсем кама та пулин улталаман кун сахал пулĕ. Шел, вĕсене ĕненекен çынсем нумай. Çавăнпах çĕршер пин, миллионшар тенкĕ çухатаççĕ.

Юлашки вăхăтра, ак, мушенниксем Следстви комитечĕн ячĕпе хупланса ĕçлеме тытăннă. Преступниксем шăнкăравлаççĕ те хăйсене республикăри Следстви управленийĕн сотрудникĕсем теççĕ. Çынсене укçа счечĕсемпе такам саккунсăр операцисем ирттерет тесе хăратаççĕ. Анчах банка шăнкăравламалла мар иккен. Банк сотрудникĕсем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, следстви мероприятийĕсем пыраççĕ имĕш. Гражданин вара ку ĕçе чăрмантарма пултарать, теççĕ.

Мушенниксем – хăйнеевĕрлĕ психологсем. Чылай çынна ÿкĕте кĕртме çул-йĕр тупаççĕ. Ку тĕслĕхсенче те çынсем чăнах та следстви ĕçченĕсемпе калаçнине ĕненнĕ. Преступниксем хушнипе тĕрлĕрен операцисем пурнăçласа хăйсен укçи-тенкине хÿтĕленине шаннă – «хăрушсăр счет» çине куçараççĕ-çке.

Ултавçăсен те техника мелĕсем çĕнелсех пыраççĕ ĕнтĕ. Вĕсен хăйсен телефон номерĕсене Следстви управленийĕн номерĕ пек евĕрлеме майсем пур. «Серепене лекнисем» ан вĕçерĕнччĕр тесе, сотрудниксен суя удостоверенийĕсен е ытти документсен сăнÿкерчĕкĕсене те ăсатаççĕ.

Анчах çакă пĕтĕмпех ултав. Çавăнпа та питĕ тимлĕ пулăр. Раççей Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕ укçа-тенкĕ куçарассипе е граждансенчен шыраса илессипе нимле практикăпа та (саккунлă вăя кĕнĕ суд приговорĕсĕр пуçне) усă курмасть.

Пирĕн сотрудниксем служба удостоверенийĕсен сăнÿкерчĕкĕсене тата ытти кописене нихăçан та ярса памаççĕ. Енчен те шăнкăравлакан укçа-тенкĕ куçарма ыйтать-тĕк, калаçăва пăрахăçлăр. Шиклентерекен информацие банкра тĕрĕслĕр, хăвăра улталама хăтланнине «02» телефонпа пĕлтерĕр.

Çĕмĕрлери районсем хушшинчи Следстви пайĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика