Раççей фестивальне хутшăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.09.2021, 10:05 Просмотров: 147

– Илемлĕ чăваш юрри юрлама пĕлсен кăна, – янăрать чăваш халăх юрри. Вăрнарсем маттурах вара. Акă, «Санар» фольклор коллективĕ Раççей шайĕнчи сумлă фестиваль-конкурсра палăрнă.   Халăх хорĕсен тата ансамблĕсен «Юрлать тăван ял» фестиваль-конкурсне хутшăнса лауреат ятне, 2 степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.

– Ку награда пирĕн кăмăла çĕклет, малалла тата ÿсĕмсем тума, вырăнти халăх йăли-йĕркисене упрас тĕлĕшпе хастаррăн тăрăшма хавхалантарать, – пĕлтерчĕ хаваслăн «Санар» фольклор коллективĕн ертÿçи Галина Иванова.

Фестиваль-конкурс Удмурт Республикинчи Ижевск хулинче авăн уйăхĕн 10–12-мĕшĕсенче иртнĕ. Мероприятие Раççей Федерацийĕн тата Удмурт Республикин Культура министерствисем, Раççейри В.Д.Поленов ячĕллĕ тата Удмурт енри халăх пултарулăхĕн çурчĕсем йĕркеленĕ.

Фестивале 8 регионти 16 халăх хорĕпе ансамблĕ хутшăннă. Жюри членĕсем вăрнарсен пултарулăхне пысăк хак пани, паллах, ентешсене те хавхалантарать. Чăваш халăхĕн чуна витерекен юрри-ташшипе Раççей регионĕсенчи фольклор коллективĕсем те кăмăлпах паллашнă.

Калас пулать, «Санар» ушкăн тĕнче шайĕнчи конкурсра – Евровиденире – 2012 çулта палăрнă «Бурановские бабушки» фольклор коллективĕпе те сăн ÿкерттернĕ.

Вăрнарсене Астраханьте иртекен тепĕр фестивале те йыхравланă иккен. Галина Иванова çирĕплетнĕ тăрăх, фольклор коллективĕ малалла та репертуара пуянлатсах пырĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика