«Ылтăнсем» хушăнаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.09.2021, 10:05 Просмотров: 149

Вăрнар каччин Андрей Львовăн спорт туризмĕнчи çитĕнĕвĕсем чăннипех савăнтараççĕ.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче – ку эрне пуçламăшĕнче, акă, вăл каллех Раççей чемпионатĕнче ăнăçлă ăмăртнă. Çуран дистанцисенче йĕркеленĕскерне, çĕршыври 20 республикăпа облаç спортсменĕсем хутшăннă.

Андрейăн результачĕсем чаплă. Кĕске дистанцире Сергей Кузнецовпа пĕрле командăра ăмăртса «ылтăн» çĕнсе илнĕ. Уйрăм зачетра пирĕн ентеш 5-мĕш пулнă.

Вăрăм дистанцири çыхăнура та чăваш каччисене çитекен пулман, вĕсем тĕрлĕ енлĕ чăрмавсемлĕ дистанцие пĕрремĕш кăтартупа вĕçленĕ. Çапла Андрей Львовпа Сергей Кузнецов арçынсен командисем хушшинче абсолютлă чемпионсем пулса тăнă.

Вĕсен результачĕ Чăваш енĕн пĕрлештернĕ командине пĕтĕмĕшле зачетра 3-мĕш вырăн йышăнма пулăшнă. Спорт туризмĕпе ăмăрту Набережные Челны хулинче иртнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика