Ăста специалистсем Чăваш енрех юлччăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.09.2021, 10:06 Просмотров: 215

IT-специалистсем паянхи ĕç рынокĕнче чи кирлисем пулса тăнине хирĕçлеме йывăр. Вĕсемсĕр тĕрĕс-тĕкел тимлекен отрасль çук та пулĕ халĕ. Медицинăра, вĕрентÿре, патшалăх службинче, ял хуçалăхĕнче те... – цифра технологийĕсене пур çĕрте те ĕçе кĕртеççĕ. Çакна пулах ĕнтĕ IT-сферăри ăста сотрудниксем пысăк хакра.

Чăваш енре ку профессисемпе 5 аслă шкул хатĕрлет. Специалистсем çителĕксĕррине кура, тÿлевсĕр бюджет вырăнĕсене пĕтĕмĕшле 450-а çитернĕ. Апла пулин те вĕренме кĕмелли конкурс пĕчĕк мар% пĕр вырăншăн кăçал ултă абитуриент тупăшнă. Республика шкулĕсенчен вĕренсе тухакансен IT енĕпе кăсăклăх çав тери пысăк-мĕн – çакна регионти вĕрентÿ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Лукшин та палăртать. Вăл ытларикун Чăваш ен Цифра министрĕпе Кристина Майнинапа тата «Кейсистемс» обществăн генеральнăй директорĕн заместителĕпе Сергей Сергеевпа ВКонтакте соцсетьре тÿрĕ эфира хутшăнчĕ. Вĕсем республикăна кирлĕ IT-кадрсене вырăнта çÿллĕ шайра хатĕрлессине сÿтсе яврĕç, ку профессисене алла илмелли майсемпе паллаштарчĕç. Цифра технологийĕсемпе, искусствăлла ăс-тăн аталанăвĕпе кăсăкланакансенчен соцсеть урлă килнĕ ыйтусене те уçăмлăн хуравларĕç.

Кристина Майнина министр шухăшĕпе, IT-специалист – питĕ анлă ăнлав. Вăл тĕрлĕ ушкăнсене – техпулăшу сотрудникĕсенчен тытăнса цифра программисене çыракансем таранах – пĕрлештерет. «Кашни валли уйрăм пĕлÿ кирлĕ тата вĕсен ĕç тÿлевĕ та расна. Анчах кирек мĕнле направление суйласа илсен те специалистăн малашлăха пăхмалла, цифра аталанăвĕнчен юлмалла мар», – терĕ вăл.

«Кейсистемс» общество представителĕ Сергей Сергеев вара пултаруллă çамрăксене «Карьера контракчĕ» проект пулăшнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

– Чăваш ен шăпах та математика, информатика енĕпе талантлă çамрăксемпе пуян. Пирĕн тĕллев – вĕсене сыхласа хăварасси. Эпир студентсене укçа-тенкĕ ĕçлесе илме çеç мар, компанипе пĕрле аталанма май туса паратпăр. Карьера контрактне вĕренÿ, стажировка кĕрет. 1-мĕш курс хыççăнах стипенди тивĕçет, 2-мĕш курс пĕтерсен вара перспективлă ĕçе вырнаçас шанăç та пур, – ăнлантарчĕ вăл.

Тÿрĕ эфира хутшăннисем пурте пĕр шухăш патне тухрĕç. Чăваш енĕн ăнăçлă пуласлăхĕ талантлă   IT-специалистсенчен нумай килет. Апла пулсан вĕсене хамăр тăрăхрах хăварма хăтлă та пахалăхлă пурнăç тата ĕç условийĕсемпе илĕртмелле.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика